Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чиртен сыхланасси хамăртан килет

о Майăн 15-мĕшĕ - СПИД чирĕнчен вилнисене асăнмалли кун

Чиртен сыхланасси хамăртан килет

Çак куна 1983 çултанпа Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен организаци йышăннипе ирттереççĕ. Вăл вăхăтра тĕнчере пиншер çын чиртен вилнĕ, анчах вăл мĕнле чир пулни паллă пулман. Паян чир çинчен специалистсем питех те лайăх пĕлеççĕ, анчах унтан сыватма çав-çавах май тупайман-ха. Чире вирус ертет. Унăн ячĕ - ВИЧ-инфекци. Вирус пĕрре лекрĕ пулсан организмра ĕмĕрлĕхех юлса çыннăн иммунитет системине пĕчĕккĕн хавшатса ăна чире ярса вĕлерет. Вирус ернĕ хыççăн çыннăн нимĕнле чир паллисем те çук пирки вăл хăй чирленине пĕлмесĕр тепĕр çынна ертме пултарать, иммунитет системи начарланса пынă май тĕрлĕрен чирсем пуçланаççĕ, чирĕн юлашки тапхăрĕ - СПИД. Паянхи куна чиртен никама та чĕртсе сыватни пулман. Апла пулсан унран сыхланма пĕлни кирлĕ.

Чăваш Енре те паян СПИД чирĕнчен вилнĕ 7 çамрăка тата тĕрлĕ сăлтавсенчен СПИД вирусĕ ерсе вилнĕ 43 çынна асăнатпăр. СПИД вируслă çынсен шучĕ республикăра - 532. Ун пеккисене Вăрмар, Тăвай тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче анчах тупса палăртман. Уйрăмах вĕсем Канаш (166), Куславкка (29), Çĕмĕрле (22), Çĕнĕ Шупашкар (58), Шупашкар (175) хулисенче нумай.

СПИД вирусĕ пĕр çынран теприне виçĕ майпа анчах куçма пултарать. Пĕрремĕшĕ - ар çыхăнăвĕсем урлă. Пĕр пекех арçынран хĕрарăма тата хĕрарăмран арçынна ерме пултарать. Ку майпа вирус лекесрен презерватив анчах сыхласа хăварма пултарать. Качча каймасăр е авланиччен ар çыхăнăвĕ тытасси пур чухне те презервативпа анчах пулмалла. Тата юлашки çулсенче вирус ернĕ хĕрарăмсен шучĕ ỹснине палăртмалла. Иккĕмĕш май - юн урлă. Ку майпа наркотике юна яракансем вируспа хăйсене ертеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем чылай чухне пĕр шприцпа тата таса мар йĕпсемпе усă кураççĕ.

Виççĕмĕш май - вирус ернĕ е СПИД тапхăрĕ пуçланнă хĕрарăмсем йывăр çын пулнă е ача çуратнă вăхăтра ачасене вирус лектерни. Юлашки çулсенче ун пек хĕрарăмсене сиплеме эмелсем пур. Пирĕн республикăра 37 ача вируслă хĕрарăмсенчен çуралнă, вĕсенчен 4-шĕ - вирус ерсе. Вируслă хĕрарăмсен ачисене кăкăр сĕтне çитерме юрамасть.

Чиртен сыхланса мĕн тумалла-ха? Тĕрĕссипе каласан пит нимех тума та кирлĕ мар! Ăна валли кăмăл-сипет тасалăхĕ кирлĕ. Ку вăл ар çыхăнăвĕ тытма шанчăклă çын кăна кирлине пĕлтерет. Качча каймасăр е авланмасăр, мăшăрĕсене улталаса урăх çынсемпе, проституткăсемпе тата пĕлнĕ-пĕлмен çынсемпе ар çыхăнăвĕ тытас умĕн кайран çакă мĕн патне илсе тухассине ăнланни çамрăксемшĕн пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Ытларах чухне çамрăксем ỹсĕрпе халиччен курман е пĕлмен çынпа ар çыхăнăвĕ тытаççĕ. Çавăнпа эрех черккине алла тытиччен кайран мĕн пуласси çинчен шухăшлама пĕлмелле. Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче сăра ĕçесси сарăлать. Кунта пĕр кĕленче сăра ĕçни 100 грамм эрех ĕçнипе танлашнине палăртмалла. Юлашкинчен - наркотиксемпе нихăçан та усă курма кирлĕ маррине ăнланни. Наркотик - вилĕм, çавăнпа унпа усă курманни ырлăх анчах. Çавăнпа та пурин те сывлăха тĕпе хурса сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшмалла.

П. ЛЬВОВ,

республикăри

СПИДпа кĕрешес тата

асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен центрĕн врачĕ.



14 мая 2005
00:00
Поделиться