Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ыранхи ăнăçу паянтан пуçланать

о Абитуриент - 2005

Ыранхи ăнăçу паянтан пуçланать

Пилĕк çул хушши пирĕн районта йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах, çурхи кунсем çитсен, республикăри аслă тата вăтам вĕренỹ заведенийĕсен представителĕсемпе районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем тĕл пулу ирттереççĕ. Акă кăçал та ĕçлĕ тĕл пулăва килсе çитнĕ хăнасем. Районти Культура çуртĕнче пухăннă вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене вĕренỹ заведенийĕсемпе паллаштарса, унта вĕренме кĕмелли условисем пирки каласа пама кăмăл турĕç. Ку пĕлтерĕшлĕ те пысăк мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский, районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ В.Нестеров хутшăнчĕç.

Çулсерен ирттерекен мероприятие центр директорĕ В.Нестеров уçса пухăннисене чи малтанах вĕрентỹ представителĕсемпе паллаштарчĕ, профессисен классификаципе, вĕсен хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа кашнинех паян тĕплĕн шухăшласа пурнăçри тĕп çул-йĕрне шыраса тупма ыйтрĕ. Районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕ малалла вăй илсе аталантăр тесен лайăх пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ квалификациллĕ, пысăк ăсталăхлă кадрсем кирлине палăртрĕ.

Унтан Чăваш Республикинчи ĕçпе тивĕçтерекен управленин ертсе пыракан специалисчĕ Т.Филиппова вĕренекенсене профессие тĕрĕс суйласа илме ыйтрĕ, ĕç рынокĕнче хальхи вăхăтра пысăк квалификациллĕ рабочи профессийĕсем кирлине палăртрĕ, тупăшулăх рынокра пысăк пулнине пĕлтерчĕ.

"Чувашсетьгаз" тулли мар яваплă обществăн "Урмарыгаз" филиалĕн представителĕ А.Иванова специалист предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарса, ăста кадрсем çитменнине пĕлтерсе предприяти тулли мар яваплă "Чувашсетьгаз" обществăн вĕрентỹ центрне вĕренме ярса квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси, вĕсене унтан тỹрех ĕçпе тивĕçтересси пирки каларĕ. Çапла, çамрăксем паян мĕнле професси суйласа илесси ĕç паракансен активлăхĕнчен те самай килет.

Шупашкарти потребкоопераци институчĕн, Мускаври патшалăх социаллă университечĕн, çул-йĕрпе автомобилĕн Мускаври институтăн Волжскри филиалĕн, Шупашкарти механикăпа технологи, Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕсен, Шупашкарти профессиллĕ лицейĕн, Канаш хулинчи 16, Çĕрпỹри 5 номерлĕ профтехучилищисен представителĕсем тухса калаçса учрежденисен пурлăхпа техника никĕсĕпе, вĕренме кĕмелли условисемпе, специалистсем хатĕрлес ĕçре пултаруллă вĕрентекенсем ĕçленине пĕлтерчĕç, професси вĕрентевĕн ытти ыйтăвĕсене сỹтсе яврĕç.

Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Николаев, районти вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.Веселовский районăн ыранхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ паянхи ачасене пурнăçа мĕнле хатĕрленинчен килнине, вĕсене пĕчĕкренех, шкул саккинчен пуçласах вĕрентỹ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, профессипе пĕчĕкренех паллаштармаллине пĕлтерчĕç, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен, вĕрентỹ учрежденийĕсен тата ĕçпе тивĕçтерекенсен пĕр тытăмра пулса çĕнĕ ăрури специалистсем хатĕрлес ĕçре пурин те хăйсен тỹпине хывмаллине палăртрĕç.

В. ГУРЬЕВА.



14 мая 2005
00:00
Поделиться