Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кун йĕркинче - çивĕч ыйтусем

о Район администрацийĕнче

Кун йĕркинче - çивĕч ыйтусем

Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вăл районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ, ку енĕпе кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсем тăрăх пирĕн район республикăра 9-мĕш вырăн йышăнма пултарнине палăртрĕ, çурхи ĕçсем çинчен каларĕ, Аслă Çĕнтерỹ уявĕ тивĕçлĕ шайра иртни пирки чарăнса тăчĕ.

Ларăвăн кун йĕркинче пурнăçра килсе тухакан çивĕч ыйтусем пулчĕç.

Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе агитаципе пропаганда инспекторĕ, ГИБДД начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Н.Александров паллаштарчĕ.

Район территорийĕнчи çул-йĕрсем япăххи, вĕсене тытса тăрас пирки райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - строительство, коммуналлă хуçалăх, архитектура, транспортпа çыхăну пайĕн начальникĕ Н.Яковлев тухса калаçрĕ.

Район больницин педиатрĕ Т.Ларионова районти ачасен сывлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Ачасен ытларах куç, чĕре, сывлав органĕсен, хăлха тата ытти чирсем аталанса пынине пĕлтерчĕ. Унăн калаçăвĕнчен ачасем ытларах Пысăк Енккасси, Арапуç, Шăхаль, Энтрияль ял администрацийĕсен территорийĕсенче чирлени палăрчĕ. Вăл ачасен сывлăхне çирĕплетес енĕпе профилактикăлла ĕçсем туса ирттермеллине, ку енĕпе общественноçпа ашшĕ-амăшĕсен те çине тăмаллине аса илтерчĕ. Ку ыйтупа Аслă Чакри тата Энтриялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем Н.Владимировăпа Е.Михеева тухса калаçрĕç.

Районта кăçал, халичченхипе танлаштарсан, пушар тухасси ỹснĕ, 21 пушарта 8 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çуллахи хĕвеллĕ те шăрăх кунсем пуçланчĕç. Çавăнпа та пушара хирĕç кĕрешме пурин те хатĕр пулмалла. Халăх хушшинче калаçусем ирттерессине йĕркелемелли, ялсенче каçхи дозорсене пуçарса ямалли пирки тухса калаçрĕ райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Ю.Ефимов.

Ларăва район прокурорĕ С.Павлов хутшăнса сăмах тухса каларĕ.

Юлашкинчен кун йĕркинчи ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

А. АНТОНОВА.



14 мая 2005
00:00
Поделиться