Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Международным днем семьи

Хаклă та хисеплĕ район çыннисем!
 
    Сире Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе чунтан-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп.
     Кашни çыншăн çемье - юрату, ырлăх-сывлăх, çĕр-шывшăн вара - ăна чечекленсе аталанма вăй паракан çăлкуç.
     Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев хăйĕн халалĕнче çапла çырса хăварнă: "Çемьене упрăр, çемьере - халăхăн тата патшалăхăн тĕрекĕ. Çак пуянлăха сыхлăр. Çирĕп те туслă çемьешĕн пурнăçри йывăрлăхсем те хăрушă мар...".
     Сире, хаклă ентешĕмĕрсем, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.
 
Вăрмар район
администрацийĕн пуçлăхĕ                            А.И. Егоров


14 мая 2005
00:00
Поделиться