Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Светлана Захарова парнисемшĕн кĕрешрĕç

о Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа

Светлана Захарова парнисемшĕн кĕрешрĕç

Аслă Çĕнтерỹ - 60, Раççей Пушар служби 356 çул çитнине халалласа район центрĕнчи стадионта хамăр янташăн, Атайкассинче çуралса ỹснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн С.Захарован призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен çурхи кросĕ иртрĕ. Кăçалхипе ăна тăваттăмĕш хут йĕркелерĕç. Çанталăкĕ тỹлек те ăшă тăчĕ. Район, поселок тата ял администрацийĕсенчен, организацисемпе предприятисенчен, учрежденисенчен, шкулсенчен 33 команда, 463 çын хутшăнчĕ. Массăллăх енчен, халичченхи çулсемпе танлаштарсан, кун пекки пулманччĕ-ха. Стадион тулли халăх хĕвĕшет: шкул ачисем, спортсменсем, вăрçă ветеранĕсем.

Стадионта "Священная война" музыка кĕвви мăнаçлăн янăрать. Çĕнтерỹ ялавне çĕкленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем вăрçă пынă 1418 куна паллă туса стадионта 1418 метр утса çаврăнаççĕ. Вăрмарсен Шупашкарти янташлăхĕн вице-президенчĕ В.Нягин вĕсене ятарласа хатĕрленĕ парне парать.

Акă спортсменсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров саламлать.

"Сире Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп. Эпир, çĕнтерỹçĕсен, легендарлă ăрăвĕн ĕçне малалла тăсакансем, Тăван çĕр-шывшăн хăйсен пурнăçне панă çынсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса пурăнатпăр", - тет Анатолий Иванович.

Унтан вăл хамăр янташсене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕсем парать.

Янташлăхăн вице-президенчĕ В.Нягин Раççей Пушар служби 356 çул тултарнă ятпа пушар службинче нумай çул ĕçленĕ Н.Борисов ветерана, районти пушар чаçĕнчи караул начальникне А.Никитина парнесем парать.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов стадиона пухăннă спортсменсемпе ветерансене Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ тата "Çурхи ырă ĕçсен эрни" ячĕпе ăшшăн саламлать, спортра ăнăçусем сунать.

"Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă тата çуллахи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа сире чун-чĕререн саламлатăп, спортри ăсталăха малалла ỹстерсе пыма иксĕлми вăй-хал сунатăп, - терĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ С.Захарова. - Хамăн спортри карьерăна эпĕ çак стадионтан пуçланă, çавăншăн питĕ савăнатăп. Пирĕн районтан пултаруллă спортсменсем сахал мар тухасса, çамрăк ăру спорта чунтан юратасса, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырасса шанса тăратăп".

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Родина" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн председателĕ, Вăрмарсен Шупашкарти янташлăхĕн президенчĕ Л.Григорьев спорт уявне хутшăнакансене Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ ячĕпе саламласа Совет Союзĕн Геройĕн А.С. Казаковăн портретне районти музея парнелет.

Пĕрлештернĕ профсоюзсен республикăри совечĕн председателĕн заместителĕ А.Щербаков Спорт çуртне хамăр района пани çинчен пĕлтерет, профсоюз ĕçне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн патшалăх учрежденийĕсен рескомĕ ячĕпе райадминистраци пуçлăхне А.Егорова парне парать.

Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă воинсене асăнса шăплăх минучĕ ирттереççĕ. Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хураççĕ.

Ăмăрту ялавне çĕклеме вăрçă ветеранĕсемпе пултаруллă спортсменсене ирĕк параççĕ.

Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрать.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Кашни ушкăнрах питех те çивĕччĕн иртрĕç вĕсем. Призсене вара чи вăйлисем çĕнсе илчĕç. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç шкулĕн команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Пысăк Енккассинчи тата Аслă Чакри вăтам шкулсен командисем.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Чупайсем чи вăйлă пулнине çирĕплетсе пачĕç. Пинер шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Тикашсем виççĕмĕш пулчĕç.

Поселок тата ял администрацийĕсен 16 команди призлă вырăнсемшĕн кĕрешрĕç. Командăра - виçшер çын. Пинерсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Чулкассемпе Кĕлкешсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсенче ĕçлекенсем хушшинче пынă тупăшусенче кашниех хăйĕн мĕн пур тăрăшулăхне, ăсталăхне пачĕ. Юридици пайĕнче тăрăшакансем спортпа туслăрах пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç, çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Культура тата социаллă хỹтлĕх пайĕсен спортсменĕсем - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Предприятисемпе организацисем хушшинчи командăсенчен те призлă вырăнсене çĕнсе илме çăмăлах пулмарĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре элеватор команди çĕнтерчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки вăхăтра кунта спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, тĕрлĕрен спорт инвентарĕсем туянаççĕ, районта ирттерекен кашни ăмăртăвах хутшăнма тăрăшаççĕ, лайăх результатсем кăтартаççĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн тата пушар чаçĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Ăмăртура мала тухнă командăсемпе уйрăм спортсменсене ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов тата пултаруллă марафонка С.Захарова парнесемпе чысларĕç.

Çăмăл атлетсен çурхи кросĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Çакă районти çамрăксем ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçа анлăн кĕртсе пынине çирĕплетсе парать те ĕнтĕ.

А. ХОВАНСКИЙ.



14 мая 2005
00:00
Поделиться