Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юрă-кĕвĕпе туслă

о Ыран - Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ

Юрă-кĕвĕпе туслă

Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнать Сорокинсен çемйи. Кил хуçи, Семен Степанович, Патăръел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ. Хăй вăл ача чухнех юрлама юратнă, балалайкăпа туслă пулнă. Унăн пиччĕшĕ те /Михаил/ çак инструментпах ăста вылянă. Вĕсен амăшĕ, Юлия Емельяновна, малтан Туçа, унтан Тăрăм чиркĕвĕсенче хорта юрланă. Семен Степанович каласа панă тăрăх, урамри ача-пăчана, ватăсене сахал мар юрлаттарса, ташлаттарса савăнтарнă. Çул хыççăн çул иртнĕ. 1944 çулта Семенăн салтака кайма ят тухнă. Çапла Канаш, Улатăр хулисене хыçа хăварса чăваш каччи Мордва Республикине çитнĕ. Инза хулинче вырнаçнă стрелоксене вĕрентекен 55-мĕш полка лекнĕ вăл. Çак хуларах майăн 9-мĕшне кĕтсе илнĕ. Уйăх хыççăн уйăх шунă, часах кĕркунне çывхарнă. Инза хулинче вĕрентнĕ те эшелонпа Польшăна ăсатнă. Унта саперпа стрелоксен ятарлă батальонне лекнĕ. Семен Степанович минăсене сирпĕтекен ротăра тăнă. Çапла майпа ротăри салтаксен пĕр ушкăнĕ - минăсене, бомбăсене шыраса тупса ялав лартса хăварнă, тепĕр ушкăнĕ сирпĕтнĕ. Сăмах май калас пулсан, салтакра чухне те Сорокин юрă пуçлаканĕ шутланнă.

Июль уйăхĕнче ăна демобилизацилеççĕ. Яла таврăнсанах Патăръелĕнчи культура çурчĕн директорне лартаççĕ. Салтака кайиччен 7 класс пĕтерейменнипе каçхине шкула çỹренĕ. Культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ май, педучилищĕре хор йĕркеленĕ. Учительсен коллективĕпе кỹршĕри районсене, Шупашкара концертпа çỹренĕ. Паллах çын мĕн вĕреннипе те лăпланса ларма пултарать. Анчах Семен Степанович ун пек çын пулман. Вăл вĕренсе пĕр-пĕр професси илме ĕмĕтленнĕ. Ỹкерме юратаканскер, художество училищине вĕренме кĕме шутланă. "Художество училищине вĕренме кĕреймесен, музыка енĕпе пĕлỹ илетĕп", - тесе шутланă вăл. Вĕренес туртăм пысăк пулнă унăн, çавăнпа та çамрăк каччă художество училищинчен 1958 çулта вĕренсе тухнă. Юрă-кĕвĕ тĕнчинчен уйрăлайман, çавна пулах музыка училищине çỹренĕ. Кунта контрабаспа вылянă. Вĕренсе пĕтерсен пурнăç çулĕ ăна Вăрмар тăрăхне илсе çитернĕ, çакăнта Пысăк Енккасси шкулĕнче С.Сорокин черчени, рисовани предмечĕсене вĕрентнĕ. Ăна кунта та музыка урокĕсене ертсе пыма шанса параççĕ. Ачасемпе те, шкул коллективĕпе те концерт пĕрре кăна мар хатĕрленĕ.

Унăн мăшăрĕ те, Зоя Гавриловна, Çĕрпỹри культпросвет училищинче пĕлỹ илнĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне кĕнекесемпе çыхăнтарнă. Шкул библиотекинче 36 çул ĕçленĕ.

Вĕсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех юрă-кĕвĕпе туслă пулнине палăртса хăварас килет. Вĕсен ывăлĕ, Анатолий, амăшĕ вĕреннĕ училищĕренех вĕренсе тухнă. Вăл та малтан Пысăк Енккассинчи культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă. Вĕренсе тухичченех пултаруллă çамрăка Вăрмара чĕнсе килнĕ. Вăл - "Салам" ансамбль пуçлăхĕ. Çак ансамбль паянхи кун та хăйĕн юррисемпе халăха савăнтарать. Чылай вăхăт иртрĕ пулин те çак ушкăн çинчен пĕлмен, унăн концерчĕсене кайса курман çынсен шучĕ чакмасть. Анатолий Семенович хăйĕн пĕлĕвне ỹстерес тĕлĕшпе Хусанти культура институтне кайса кĕнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хăех юрă сăмахĕсене те, кĕввисене те хывма пуçланă. Вăл çырнă юрăсене Валентина Иванова, Елена Османова та шăрантараççĕ. Ашшĕ ертсе пыракан ансамбле хĕрĕ Ирина та хаваспах çỹрет.

Ветеранăн тепĕр ывăлĕ, Сергей, ытларах гитарăпа выляма юратнă. Вăл Набережные Челны хулинче ĕçлесе пурăнать. Çак хулари КамАЗ тăвакан заводра халăх пултарулăхĕн пуçлăхĕ шутланса тăрать. Мĕн калăн, пĕчĕкрен юрăпа туслă пулсан унран уйрăлаймастăн пулĕ çав. Ахальтен мар хĕрĕ Марина, Чĕмпĕрте пурăнаканскер, чăваш халăхĕн пĕрлĕхне çỹренĕ, унта юрланă.

Çемье пĕрле пуçтарăнсан уявсенче чăваш, вырăс юррисене юрласа савăнать. Çемье пуçĕ вара хăйĕн чи юратнă юррине - "Вĕç, вĕç, куккук" - юрра пуçласа ярать. Çак çемье пирки пĕр иккĕленмесĕрех искусство çыннисем тесе калас килет, мĕншĕн тесен Семен Степанович пушă вăхăтра картинăсем ỹкерме юратать. Вăл ытларах çут çанталăк илемне пир çине куçарнă. Çавăн пекех çынсен портречĕсене те ятуллă кăларать. С.Сорокин ỹкернĕ картинăсен выставкине Пысăк Енккассинчи культура çуртĕнче те йĕркеленĕ. Чăннипех те ятлă-сумлă çынсем - Сорокинсем.

Семен Степановичшăн чи хакли вăл - "Çамрăксен наставникĕ" палла илме тивĕç пулни. Вăл Чăвашран виçĕ ачана Пĕтĕм Союзри производство бригадисен слетне Казахстана илсе кайнă. Çавăн пекех унăн "Ĕçри çитĕнỹсемшĕн" медаль пур. Юбилей медалĕсемпе те, Хисеп грамотисемпе те пĕрре кăна мар чысланă. Халĕ С.Сорокин пирĕн шкулта хисеплĕ хăна, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

"Ырă вăрлăхран ырă çимĕç çитĕнет" тенĕ ваттисем. Сорокинсем хăйсем çинчен ырă ят хăваракансем пулса тăчĕç. Музыкантсен чăн-чăн династийĕ.

И. ИВАНОВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



14 мая 2005
00:00
Поделиться