Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Международным днем музеев

Хисеплĕ те хаклă музейсен ĕçченĕсем, тăван  тавралăхăн историне тĕпчекенсем, хаклă çыннăмăрсем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ ячĕпе мĕн пур ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлатăп.

Эсир тăван халăхăн çитмĕл те çичĕ тĕслĕ мул-таварне упраса хăварма тăрăшни, пултаруллă çынсен, паттăрсен ячĕсене манăçа хăварманни, иртнĕ тапхăрсене яланах асра тытни пире паянхи йывăрлăхсене çĕнтермешкĕн, этеме кирлĕ пек пурăнма тивĕçлĕ майсем тумашкăн вăй-хал парса тăрать. Çапла майпа музейсенчи экспонатсен шучĕ пысăклансах пытăр, пулас ăру вĕсемпе паллаштăр, сирĕн пархатарлă ĕçĕре малалла тăстăр.

Малашнехи пурнăçра сире пурне те ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ шыравсем сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                 А.И. Егоров



17 мая 2005
00:00
Поделиться