Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тĕл пулу

о Юбилейсене халалланă

Тĕл пулу

Вăрмар поселок администрацийĕн çуртĕнче, йăлана кĕнĕ йĕркепе, кашни уйăхра юлашки кĕçнерникун пулакан Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин пирĕн районта пурăнакан членĕсен черетлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Кунта çынсем йышлăн пухăннă. Вĕсемпе тĕл пулма çак обществăн хамăр республикăри уйрăмĕн председателĕ Ю.Сергеев, унта ĕçлекен I категориллĕ специалист Т.Осипова тата обществăн Куславккари пуçламăш организацийĕн бюровĕн председателĕ Е.Морева килнĕ. Юрий Ефимовичпа Елена Александровна малтанах пухăннисене Аслă Çĕнтерỹ 60 çул, куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри обществине /ВОС/ туса хунăранпа 80 çул, унăн чăвашри уйрăмне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа ăшшăн саламларĕç, асаплă çынсен чĕрисене хумхантаракан çепĕç сăмахсем каларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç, пуçламăш организаци ĕçне активлă хутшăнакансене Хисеп грамотисем пачĕç.

Унтан, çỹлерех асăннă яваплă çынсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç, хальхи вăхăтра пуçламăш организаци умĕнчи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕç.

Тĕл пулу, вăрăма тăсăлчĕ пулин те, пурне те килĕшрĕ, кăсăклантарчĕ. Çакнашкал мероприятие майăн 26-мĕшĕнче ирттерес терĕç.

В. АНДРЕЕВ,

общество членĕ.



18 мая 2005
00:00
Поделиться