Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ял ĕçченĕн канăç çук

о Çур аки

Ял ĕçченĕн канăç çук

Кăçал çур аки, ытти çулсемпе танлаштарсан, каярах юлса килчĕ. Çавăнпа та хресченĕн халĕ ларса канма та вăхăт çук. Çакă "Яниковское" хуçалăхра та лайăх палăрчĕ. Пĕр уйĕнче акса пĕтерсе, теприн çине куçнă вăхăтра пырса çитрĕм те ĕнтĕ эпĕ унта. В.Семенов тĕп агроном каланă тăрăх ку участока пăрçа акма хатĕрленеççĕ. Хуçалăхра паянхи куна 400 гектар тулă акнă, 30 гектар çĕр улми лартма 105 тонна яровизацилеме кăларнă. Тепĕр 30 гектар сĕлĕ, 170 гектар урпа акмалла. Çак ĕçсене А.Илларионов, А.Кузнецов, С.Васильев, В.Петров, В.Ефремов, В.Алексеев, В.Никоноров, В.Евсеев трактористсемпе А.Прокопьев, В.Алексеев, Л.Иванов, В.Петров водительсем, И.Ильин, А.Миронов, С.Степанов сеялщиксем пурнăçлаççĕ. Канмалли кунсенче Е.Терентьев, А.Дмитриев, В.Суворов, А.Иванов, Д.Яковлев, В.Андреев шкул ачисем те акма хутшăнаççĕ. Вĕсем аслисемпе пĕрле ĕç майне вĕренсе пыраççĕ. Вĕсен ĕçĕпе тĕп агроном çав тери кăмăллă. Тыр-пул ăстисен ĕçне бухгалтеринче вăй хуракансем çийĕнчех учета илсе пыраççĕ, халĕ акансемпе пĕрле С.Григорьева бухгалтер. Çĕр ĕçченĕсене З.Федотовăпа С.Платонова поварсем кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



18 мая 2005
00:00
Поделиться