Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

32 çул - Перекет банкĕпе

о Чыс-хисеп

32 çул - Перекет банкĕпе

1945 çулхи çĕнтерỹллĕ май уйăхĕ хыçран хыçа юлса пырать. Çак май уявĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене аса илмен пĕр коллектив та юлмарĕ пулĕ. Ветерансемшĕн чи пысăк парне вăл - вĕсене манманни, хисеплени.

Мăнçырма ялĕнчи Геннадий Мефодьевич Мефодьев 1973 çултанпа районти Перекет банкĕпе туслă çыхăну тытать, хăйĕн укçине кунта упрать. Вăл - Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. 1942 çулта фронта тухса кайнă. Çак çулсенче никама та çăмăлах пулман. Геннадий Мефодьевичăн та пурнăçĕ ансатах килмен. Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнĕ ятпа районти Перекет банкĕнче ĕçлекенсем хăйсемпе нумай çул алла-аллăн, тачă çыхăнса ĕçлекенсене хаклă парне парса хавхалантарчĕç. "Пире çакăн пек хисепленĕшĕн чунтанах хĕпĕртетĕп. Тавах çамрăксене. Малашне те çынна ăнланса ĕçлесе пыма сывлăхĕсем пулччăр", - тет Г.Мефодьев.

А. НИКОЛАЕВА.



21 мая 2005
00:00
Поделиться