Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ылтăн алăллă

о Санăн çыннусем, район

Ылтăн алăллă

Процедура пỹлĕмĕ поликлиникăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. 241 тесе çырса хунă ун алăкĕ çине. Кунсерен 200 çын ытла кĕрсе тухать çак пỹлĕме. Юн илтерме е укол тутарма килекенсем чылаййăн. Нумай çулсем сипленме килекенсене Галина Степанова йышăнать.

Галина Анатольевна сывалма килнĕ çынсемпе яланах кăмăллă. Хăй ĕçне питĕ тĕплĕ, васкамасăр тăвать. Çак поликлиникăра вăтăр пĕр çул вăй хурса пуян опыт пухнă ылтăн алăллă медицина сестри.

Кашни çынах медсестра пулаймасть. Чи кирли вăл - ĕçе чун-чĕререн юратни. Кунта темле çын та килет. Вĕсен хушшинче - ытларах ваттисем. Сестрасемпе сăлтавсăр чăркăшакансем те тупăнаççĕ. Галина Степанова пуринпе те йĕркеллĕ калаçать, кирлĕ канашсем парать.

Çĕнĕ поликлиникăра кашни пỹлĕмĕ хăйне май хитре. Вĕсене кĕрсен чун савăнать. Процедура уйрăмĕ вара чи таси, чи илемли. Вăрăм та анлă икĕ пỹлĕмре илемлĕ чỹрече каррисем, укол тунă хыççăн ларса е выртса канмалли вырăн тунă. Пỹлĕмсенче таса та çутă. Чỹрече саккисем çинче илемлĕ чечексем ешереççĕ. Ĕçре кирлĕ пулакан медицина хатĕрĕсем те ал айĕнчех.

Галина Анатольевна - Вăрмар поселок хĕрĕ. Унтах вăтам пĕлỹ илнĕ. Çамрăк хĕрĕн мĕн пĕчĕкрен шурă халат тăхăнса çынсене чиртен сыватас килнĕ. Çав тĕллевпех вăл Шупашкарти медицина училищине кайса кĕнĕ. Лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ вăл ăна. Вăтăр çул ытла пĕр улшăнмасăр чирлĕ çынсене укол туса сыватать Галина Степанова.

Чирлĕ çынсем те, больницăри врачсемпе сестрасем те юратаççĕ Галина Анатольевнăна. Ырми-канми тăрăшса ĕçлекен çынна пуçлăхсем те нихăçан та манмаççĕ. Г.Степанова вăтăр çул хушшинче вуншар Хисеп грамотисемпе парнесем илме тивĕç пулнă.

Обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать. Вăл художествăлла пултарулăх ĕçĕнче те чи активли. Юрлама, ташлама ăста.

Степановсем икĕ ывăл çуратса пăхса çитĕнтернĕ, иккĕшĕ те врач специальноçне алла илнĕ. Пĕри - врач-травматолог, тепри - педиатр. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ.

Ырă çын ырă сăмаха тивĕç. Степанова пирки больницăра ырăпа калаçаççĕ. Ĕç уншăн савăнăç, чĕре туртăмĕ.

Г. ЧЕРНОВ,

пенсионер, тыл ветеранĕ.



21 мая 2005
00:00
Поделиться