Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йывăç лартатпăр

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Йывăç лартатпăр

Этем - çут çанталăк пепки. Кăвак тỹпе, çутă та ăшă хĕвел, ешĕл те тулăх вăрмансем, вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирсем, таса та сиплĕхлĕ сывлăш панă ăна. Этем çĕр çинче аталанса пынă май, унăн нумай ĕçĕ çут çанталăк пурнăçне хĕссе пырать. Ку шухăш тĕрĕссине экологи ыйтăвĕсем те çирĕплетеççĕ: çăл куçсемпе юхан шывсем типсе пыраççĕ, вăрмансем хăрса пĕтеççĕ, чĕр чунсен йышĕ чакать... Заводсем çут çанталăкри сывлăша сиен кỹреççĕ. Пĕтĕм таса мар сывлăш çут çанталăка варалать. Çырмасем йывăç сахал лартнине пула ишĕлеççĕ. Çавăнпа та Чăваш Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тенĕ.

Акă иртнĕ кĕркунне Кивĕ Вăрмар шкулĕнче вĕренекен ачасем шкул умне пуçтарăнчĕç. Унта шкул директорĕ А.Никифоров 5-11 классенче вĕренекенсене йывăç лартма каймалли çинчен каларĕ. Пĕрремĕш кунне эпир 20 пине яхăн çамрăк хыр лартрăмăр. Çав куна эпĕ нихăçан та манса каймастăп, мĕншĕн тесен пĕрремĕш хут йывăç лартса куртăм. Чылай йывăç лартни манăн чуна тата ытларах çĕклентерсе ячĕ. Иккĕмĕш кунне 15 пине яхăн хыра тата 5-6 пине яхăн хурăна пурнăç парнелерĕмĕр. Пирĕн Чăваш Республикинче 40 пин йывăç нумайланчĕ. Халĕ те йывăç лартмалли уйăхлăха активлă хутшăнатпăр. Тепĕр вун пилĕк çултан вĕсенчен нумайăшĕ ỹссе çитессе шанатăп, пирĕн яла машина тĕтĕмĕсенчен тасатасса ĕненетĕп. Çавăнпа та манăн çак сăмахсене пĕтĕм тĕнчери çынсене калас килет. Хаклă юлташăмăрсем, ваттисем те вĕттисем, пирĕн çĕр-шыва хитрелетес, тасатас килет пулсан, йывăç лартма ан ỹркенĕр!

А. ПЕТРОВ,

Кивĕ Вăрмарти

вăтам шкулта

7 класра вĕренекен.



21 мая 2005
00:00
Поделиться