Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Министерство кунĕ - пирĕн районта

Министерство кунĕ - пирĕн районта

Юнкун пирĕн районта Министерство кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнĕн членĕсем республикăн 2006 çулхи бюджет политикин çул-йĕрĕсен никĕсĕсем, "Йывăç ларт тата ăна упра" ятпа йĕркеленĕ Йывăç кунĕн кăтартăвĕсем, республикăра Аслă Çĕнтерĕвĕн 60 çулне мĕнле уявлани çинчен каласа панă. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсемпе паллаштарнă.

Пирĕн района ЧР Финанс министрĕн заместителĕ М.Загребаева килсе малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа тĕл пулса район пурнăçĕпе интересленнĕ.

Ĕçлĕ ушкăн поселокри "Березка" ача садĕнче районти ача-пăча сачĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Л.Голубева, вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ А.Веселовский, районти финанс пайĕн начальникĕ О.Васильев тата ыттисем хутшăннă. Анатолий Иванович пухăннисене районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕпе паллаштарнă, кăçалхи январь-апрель уйăхĕсен кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн район Чăваш Республикипе - 9-мĕш, республика пуçлăхĕн Указĕсемпе килĕшỹллĕн йывăç лартас тата ăна упраса хăварас тĕлĕшпе Вăрмарсем 1-мĕш вырăн йышăннине, районта Аслă Çĕнтерỹ уявне тивĕçлĕ шайра ирттернине палăртрĕ, уй-хир ĕçĕсем епле пыни çинчен пĕлтерчĕ. Финанс министрĕн заместителĕ М.Загребаева бюджет политикинче пысăк улшăнусем пулса иртнине, халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассишĕн тăрăшса тĕп саккунсене çĕнĕрен пăхса тухса улăштарнине пĕлтерчĕ, чылай тăкаксене саплаштарассине республика хăйĕн çине илни, çăмăллăхсене сыхласа хăварни тỹрремĕнех республика пуçлăхĕнчен килнине çирĕплетрĕ.

Малалла ĕçлĕ ушкăн Энĕшпуç шкулне çитсе курнă, унта бюджет сферинче тăрăшакансемпе, "Шоркистринский" кооператив ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Республикăна, района, кашни яла малалла аталантарас, чăваш халăхĕн пурнăç шайне лайăхлатас пирки чарăнса тăнă.

Унтан министр заместителĕ М.Загребаева районти активпа тĕл пулнă, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

В. ГУРЬЕВА.



21 мая 2005
00:00
Поделиться