Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Вихрь - Антитеррор" операци

о ГИБДД пĕлтерет

"Вихрь - Антитеррор" операци

Инкек-синкекрен сыхланасси чи малтанах хамăртан килет. Юлашки вăхăтра пур çĕрте те террористсем пуçĕсене çĕклеме пуçлани, тимлĕхе татах та ỹстерме хистет. Çавна май пирĕн районта "Вихрь-Антитеррор" операци малалла пырать. Çак операцине районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕ те активлă хутшăнса тĕрлĕ рейдсем ирттерчĕ. Акă, сăмахран, иртнĕ кунсенче "Пешеход", "Скорость" операцисем йĕркелерĕмĕр. Ку хушăра Тутар Республикинчи Зеленодольск районĕнчен, Шупашкар, Канаш хулисенчен килнĕ автомашинăсене çул-йĕр правилисене пăснăшăн тата юсавсăр автомашинăсемпе çула тухнăшăн тытса чарнă. Çавăн пекех ỹсĕрле çул çине тухнăшăн Тикаш ялĕнчи Н.Тимушкина тата ыттисене те ГИБДД инспекторĕсем тытса чарса прависене туртса илнĕ. Сыхланакана Турă хỹтĕлет тенĕ пек тимлĕхе ỹстерес тесех ĕнтĕ майăн 18-мĕшĕнче - "Хăрушă груз", майăн 20-мĕшĕнче - "Автобус" рейдсем пулчĕç, майăн 25-мĕшĕнче - "Чукун çул урлă каçмалли вырăн", майăн 27-мĕшĕнче "Бахус" операцисем ирттерме палăртнă.

Юлашки вăхăтра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - пур автотранспортсене те техосмотр вăхăтра кăларасси. Хаçатра тăтăшах çырса аса илтерсе тăратпăр пулин те чылай руководительсемпе харпăр хăй автомашинисен хуçисем техосмотр кăларма васкамаççĕ, тăрăшмаççĕ те. Çула тухма юсавлă техника кирлине манас марччĕ, техосмотра вăхăтра тухма тăрăшасчĕ. Техосмотр тухмасăр çул çинче çỹреме путевкăсене алă пусса ирĕк паракансене те 100 тенкĕрен пуçласа 300 тенкĕ таран штрафлаççĕ. Çавна пулах 5 хуçалăх механикĕсене ГИБДД инспекторĕсем явап тыттарнă. Апла пулсан пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшасчĕ.

Ленин, Свердлов, Шкул урамĕсемпе çуран çỹрекен çынсем çул варрипе утма хăнăхнă. Çакă вара инкек патне илсе çитерме пултарать. Хамăра хамăр сыхламасан, çын сыхламасть.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн агитаципе пропаганда инспекторĕ.



21 мая 2005
00:00
Поделиться