Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр улми лартрĕç

о Çур аки

Çĕр улми лартрĕç

Хресчен çур аки пуçлансан уй-хире тухнăранпа йĕркеллĕ çывăрса та кураймасть. Ир-ирех ура çине тăрать те сĕм çĕрле çеç киле кĕрет. Хуçалăха ертсе пыракансен вара пуçа минтер çине хурсан та шухăш татăлмасть: хăш пĕр чухне хуçалăхра ĕçĕ кал-кал пулса пымасть, е пĕр-пĕр механизаторĕ темле сăлтавпа ĕçе тухаймасть... Çĕрле пуçĕ канманскер вара кăнтăрла çынсемпе те тỹрккес пулма пултарать, ăна вара хресченсем ăнланма кирлех. Çапла çав çĕр ĕçĕ - пĕрре те çăмăл мар. Авăнмасăр, вăй хумасăр нимĕн те хăй тĕллĕн килмест.

Çакна вара "Арабоси" агрофирмăра вăй хуракансем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çур аки хĕрсех пырать, çав вăхăтрах ытти ĕçсем те хыçран "хăвалаççĕ". Пурне те вăхăтра пурнăçламалла. Çурхи кун саманчĕпе туллин усă курса юлмалла. Паян тумалли ĕçе ырана хăварсан ĕç тухăçлăх ỹсмессине лайăх ăнланаççĕ Арапуçсем. Акă вĕсем фермăра выльăх-чĕрлĕх валли çĕнĕрен вите тума пуçланă. Çурхи культурăсене акса пĕтернĕ: 350 гектар çинче çурхи тулă, 220 - урпа, 115 - выльăх пăрçи, 20 гектар кукуруза. Кĕркунне акнă 65 гектар çинчи тулă, 20 гектар ыраш ăнăçлă хĕл каçманнине пула ăна тепĕр хут акма тивнĕ. Мĕн тăвăн, çанталăкăн хăйĕн саккунĕ.

Районта чылай хуçалăхсенче çĕр улми лартма кăмăлламарĕç. Анчах та Арапуçсем "иккĕмĕш çăкăра" кашни çулах туса илеççĕ. Акă, халĕ 25 гектар çинче çĕр улми лартса пĕтерчĕç. Ĕçĕ те аван пулса пырать. Çĕр улмине лартас умĕн фунгицидпа имçамларĕç. МТЗ-82 тракторпа О.Михайлов вăй хурать. Çĕр улмине сажалка çине В.Теплов, Д.Иванов, Н.Софронов, С.Гаврилов, Г.Иванов тиесе имçамласа тăчĕç. Вĕсен ĕçне Н.Николаев звеньевой йĕркелесе пырать. Вăл КамАЗ автомашинăпа вăрлăхне те хăех турттарса тăчĕ. Уй-хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ку хуçалăхра пĕр ĕç те чарăнса тăмасть, пĕрин хыççăн тепри сыпăнсах пырать.

А. НИКОЛАЕВА.



25 мая 2005
00:00
Поделиться