Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Документсене упрама архива парар

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Документсене упрама архива парар

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине чаплăн уявларăмăр. Çак çĕнтерỹ тĕнчипе историллĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăчĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пĕтĕм халăхпа пĕрле пирĕн район çыннисем те фронтра та, тылра та çумма-çумăн тăрса мĕн пур вăя шеллемесĕр тăрăшнă. Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ çĕре пирĕн районтан 6671 çын хутшăннă, вĕсенчен 4645-шĕ вăрçă хирĕсенче паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех пуçне хунă.

Вăрçă çинчен калакан документсене, хаяр вăрçăра пулнă çынсен аса илĕвĕсене, çырăвĕсене тата ытти документсене архивра сыхласа хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Акă, тĕслĕхрен, архивра упранакан хăш-пĕр документсене илсе пăхса тишкерер-ха.

Кĕтеснерти "ВКП (б) 15 съезчĕ" колхоз председателĕ Виктор Ефимов, 1941 çулта октябрĕн 4-мĕшĕнче (16 номерлĕ протокол) Хĕрлĕ Çара пулăшма 20 мăшăр çăм атă, 10 кĕрĕк пиншак, çăм нускисем, алсишсем хатĕрленĕ. Хăй енчен кĕрĕк пиншак, çăм нуски пама пулнă.

1943 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче Арапуçĕнчи колхоз членĕсем аслă пухура "Колхозник Чувашии" ятлă танксен колонни тума тырă тата укçа парса пулăшма килĕшнĕ. Çак пухура И.Семенов çапла каланă: "Фронтра манăн виçĕ ывăл тăшманпа çапăçать. Эпĕ хам ватă, 32 килограмм тырă тата 300 тенкĕ укçа пама килĕшетĕп". Алексей Иванов 1 центнер тырă, 1000 тенкĕ укçа, колхоз председателĕ В.Соснов 2 центнер тырă, 2000 тенкĕ укçа тата ытти 25 колхозниксем пурĕ пĕрле 1 тонна ытла тырă, 7200 тенкĕ укçа парса пулăшма пулнă.

Пĕр тăвансен Василий сержантпа Иван красноармеец Черновсен çырăвĕ: "Эпир иккĕн пĕр тăван Ваçлей тата Иван Черновсем (Шăхаль ялĕнчен), юнашар тăрса 4 хутчен çапăçăва кĕтĕмĕр. Пирĕн миномет тĕл пенипе фашистсене пысăк сиен кỹтĕмĕр. Кĕске вăхăт хушшинчех тăшман пирĕн участокра 500 çын ытла çухатрĕ. Эпир малашне те Тăван çĕр-шывшăн çирĕп тăрса тăшмана пĕр хĕрхенмесĕр пĕтерсе пыма пулăшатпăр". 1941 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕ.

Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Григорий Иванович Егоровăн та вăрçă çинчен аса илсе çырнă докуменчĕсем архивра упранаççĕ. Акă мĕн çырать вăл: "Пирĕн 322-мĕш стрелковăй дивизи 1941 çулта Мускав патĕнчен контрнаступлени пуçланăранпа тăшмана каялла ăнăçлăн хăваласа пынă. Вăл Хĕвел анăç фронтне кĕрсе 1942 çулта пĕрмаях малти позицинче çапăçнă. 1943 çул. Çĕнĕ çул каçĕ. Дивизине васкавлăн Воронеж фронтне куçарчĕç. Ун чухне Дон юхан-шывĕн хĕвел анăç енче тăшмансем пулнă, ку енче - пирĕннисем. Унта çитсе эпир нимĕçсен оборонине татса наступление куçрăмăр. Тăшман гарнизонĕсене пĕтерсе пырса нимĕçсен пысăк ушкăнне çавăрса илтĕмĕр. Унта нумай вăрçă техники, салтаксемпе офицерсем пирĕн алла тыткăна лекрĕç.

Темиçе кунтан, хаяр çапăçусем хыççăн, Щигры хулине ирĕке кăларсан, Курск хули еннелле штурмлама пуçларăмăр. Курск тăшманшăн питĕ кирлĕ стратегиллĕ хула пулнă. Çавăнпа вăл уншăн хытă тăнă. Çапах та эпир, йывăр çапăçусемпе малалла кайса, февралĕн 7-мĕшĕнче Курск хули патне пырса çитрĕмĕр".

Асăннă çак документсем чăннипех те çитĕнекен çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шывăн историне анлăрах ăнланма пулăшаççĕ, кашни совет çыннишĕн Аслă Çĕнтерỹ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса, ăна мĕнле хакпа çĕнсе илнине кăтартса параççĕ. Çавăнпа та камăн аслашшĕн е ашшĕн, кукамăшĕн, пĕлĕшĕн Аслă Отечественнăй вăрçăри йывăр вăхăтсем çинчен аса илсе çырнисем, çырусем, сăн ỹкерчĕксем упранса юлнă пулсан, вĕсене район архивне упрама пама тăрăшăр.

Г. НАРСОВА,

райадминистрацин культура тата архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕн  çумĕ.



25 мая 2005
00:00
Поделиться