Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Литература çулĕ ăнăçлă пултăр

о Майăн 27-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери библиотекăсен кунĕ

Литература çулĕ ăнăçлă пултăр

Алла çĕнĕ кĕнеке тытсан, чун-чĕрере халиччен асăрхаман çĕнĕ туйăм вăранать. Тĕрлĕ шухăшсем çуратать. Камăн та пулин ĕмĕчĕ пурнăçланнишĕн чун савăнать. Кĕнеке авторĕшĕн вара хăйĕн кĕнеки пичетленсе тухни чăннипех хумхануллă самант.

Районти тĕп библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Вĕсемпе çав кĕнекесен авторĕсем хăйсем килсе паллаштарчĕç.

Т. НИМАКОВА - Вăтакас ялĕнчен. Унăн ятне вулакансем малтанах илтнĕччĕ, сăввисем районти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра чылай пичетленнĕ. Халĕ Татьяна Нимакова хăйĕн сăвви-калавĕсене пĕр кĕнеке пухса "Чун-чĕре туйăмĕ" ятпа пичетлесе кăларчĕ. Калăпăшĕ пысăках мар, анчах та сăввисем пысăк пĕлтерĕшлĕ, тарăн шухăшлă. Чун-чĕререн шăранса тухнă сăвăсем тăван халăх чĕлхин сĕткенĕпе тулли, калас тенĕ шухăшĕсем уçăмлă. Татьяна Федотовна хăйĕн çинчен каласа пачĕ, чылай сăввисемпе паллаштарчĕ. Анне сăнарĕ çинчен çырнă "Ĕмĕр пурăн" сăвă пурне те тыткăна илчĕ, итлесе ларакансене кашнине хăйсен амăшĕсене аса илтерчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалласа çырнă "60 çул салтак туйăмĕ" сăвăра кăкăр тулли медальсем çакнă ватă салтак иртнине аса илет, паянхи çамрăксене çĕр-шыва сыхлама пил парать. "Салтак амăшĕ" сăввине автор Вăтакас ялĕнчи Мария Ивановнăна халалласа çырнă. Унăн икĕ ывăлĕ Сталинград çывăхĕнче вăрçăра пуçне хунă, анчах вĕсене кинеми нихăçан та кĕтме пăрахман.

Тĕрлĕ темăпа çырнă автор сăввисене: çут çанталăк пулăмĕсене сăнать, юрату çинчен çырнă сăвăсенче ăшă туйăм выляса тăрать, чĕрĕ шухăш хĕлхемĕ çиçет. Кĕнекере калавсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Вулакансемшĕн М.ТИМУШКИН та паллă ят, унăн сăввисем республикăра тухса тăракан хаçатсенче те пичетленнĕ. "Ытарайми тăван тавралăх" сăвăсен пуххи нумай пулмасть кун-çути курчĕ. Тикаш ялĕнче çуралса ỹснĕ çыравçă. Донбасра шахтăра та ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Сахалин утравĕнче 2 çул хушши салтак службинче пулнă. Çак тапхăра вăл "Шахтăра", "Ытла илемлĕ Украина каçĕ", "Хуралта", "Дневальнăй" тата ытти сăвăсенче уçса парать. 37 çул М.Тимушкин шкулта вырăс чĕлхипе литературине, унтан истори предметне вĕрентет. "Пĕрремĕш экзамен", "Юлашки шăнкăрав", "Выпускниксене", "Тĕл пулу каçĕ" сăвăсем шкул темипе çыхăннă.

"Пĕрремĕш сăвă çырни 50 çул çитрĕ", - терĕ автор тĕл пулура. Чĕререн тухакан йĕркесем çут-çанталăка, автор хăй çуралса ỹснĕ тăван тавралăха сăнлаççĕ. Сăвăсене вуланă май куç умне паянхи хастар çын сăнарĕ тухать. Вĕсен савăнăçĕ, хуйхи-суйхи, ĕмĕчĕ-шухăшĕ, таса туйăмлă юратăвĕ вулакана çывăх.

"Тăван тавралăх", "Тăван яла" сăвăсене хумханусăр вуласа тухма çук. Чăнах та, епле çывăх вăл кашни çыншăн çуралнă кĕтес. М.Тимушкин хăйĕн "пĕчĕк çĕр-шывне" ăста сăнланă, сăвă йĕркисем хăйсемех шăрçаланса пыраççĕ, юнашарах художник çак тавралăха сăрăсемпе ỹкерет тейĕн.

Нумай енлĕ талантлă кĕнеке авторĕ. Хăш-пĕр сăввисене юрра хывнă.

Вулакансен умĕнче хăнара "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн ĕçченĕ А.ХОВАНСКИЙ пулчĕ. Вăл чылай кĕнекесен авторĕ. Паллă журналист 1968 çултанпа хăйĕн пурнăçне пичет ĕçĕпе çыхăнтарнă. Унăн "Тумхахлă та мухтавлă çулпа" кĕнекине библиотекăра пăхса тухса пысăк хак панăччĕ. Халĕ те çак кĕнеке пирки сăмах пулчĕ. Пирĕн районта хаçат тухма пуçланă историне автор ăста уçса панă, тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ çынсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Типографи ĕçĕ-хĕлĕ те малти вырăнта. Кĕнеке тĕрлĕ сăн ỹкерчĕксемпе пуян. Автор хăйĕн кĕнекинче халăхăн чĕрĕ чĕлхипе питĕ пĕлсе усă курать, хăйĕн чĕлхине халăхăн ытарлă калаçу мелĕсемпе илемлетет. Çак кĕнеке пурри пирĕн район историйĕшĕн питĕ пысăк пуянлăх.

Талантлă çыравçăсемпе паллашма тỹр килнĕшĕн эпир, библиотекăра ĕçлекенсем тата пирĕн вулакансем, çак тĕл пулăва пысăк чыс вырăнне хуратпăр. Кĕнекесен авторĕсене творчествăра малашне те пысăк çитĕнỹсем сунатпăр. Лите ратура çулĕ ăнăçлă та такăр пултăр.

Э. ДЕМЬЯНОВА,

библиотекарь.



25 мая 2005
00:00
Поделиться