Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци пуянлăхĕн управĕ

о Культура

Наци пуянлăхĕн управĕ

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине тата Пĕтĕм тĕнчери музей кунне халалласа, юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн, маларах Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкул вырнаçнă çуртра савăнăçлă лару-тăрура районти халăх историпе краеведени музейне уçрĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, унăн заместителĕ Л.Голубева, культура пайĕн начальникĕ Т.Викторова, модельлĕ библиотекăн директорĕ Г.Алексеева, райадминистрацин управленийĕсемпе пайĕсен ĕçченĕсем, культура работникĕсем хутшăнчĕç.

Музее аваллăх управçи теççĕ. Кунта кашни экспонат - чăваш халăхĕн историйĕпе культурин иксĕлми пуянлăхĕ. Музей сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ - çак пуянлăха упраса хăварса унпа халăха паллаштарасси, чăвашлăх историйĕн, культурăн пурлăхĕпе мăнаçлантарасси.

Хальхи вăхăтра музейçĕсем 5 залĕнчен пĕрне - "Çар паттăрлăхĕпе астăвăм тата хурлану" залне йĕркелесе янă. Унта Аслă Отечественнăй вăрçине экспозициленĕ витраж - вăрçă символĕ, вăрçă кунĕсене аса илтерекен вут хĕлхемĕ, вилĕм палли вырнаçтарса унта пуç хунисене сăвапламалли вырăн йĕркеленĕ. Çавăн пекех Совет Союзĕн Геройне А.Казакова, Мухтав орденĕн тулли кавалерне П.Порфирьева, тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн вăрçа тухса кайнă Н.Зарубина, Н.Капитоновăна, Е.Степановăна, Афган вăрçинче пулнă Е.Александров воин-интернационалиста халалланă стендсемпе паллаштарчĕ музей директорĕ В.Цыфаркин.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери музей кунĕпе саламласа В.Цыфаркина культурăна аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнăшăн Хисеп грамотипе парне парса чысларĕ, музее малалла аталантарас, экспонатсемпе пуянлатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ пулăшу пама пулчĕ.

В. ГУРЬЕВА.



25 мая 2005
00:00
Поделиться