Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Права илчĕç

о Професси

Права илчĕç

Эсир урамра вылякан ача-пăчана асăрханă-и? Арçын ачасем ытларах машина-тракторпа выляççĕ, хĕр ачасем - пуканелле, лавккалла. Апла пулсан, арçын ачасем пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланаççĕ. Пушă вăхăтра та е мотоцикл, е магнитофон юсаççĕ: урамра трактор, машина курсан та ун патнеллех туртăнаççĕ. Техника - арçын ачасен тĕнчи тейĕн. Çавăнпах пулĕ Пысăк Енккасси шкулне таврари ялсенчен вĕренме килеççĕ. Ара çак шкулта арçын ачасем тракторист прави илсе тухаççĕ-çке. 2004-2005 вĕренỹ çулĕнче 17 çамрăк права илнĕ. Вĕсенчен К.Александров, А.Александров, А.Станьков, О.Петров, Г.Филиппов 3 маркăллă тракторпа ĕçлеме пултараççĕ. Ыттисем те вĕсенчен кая юлмарĕç, 2 категориллĕ права илме тивĕç пулчĕç. Çапла каччăсем хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш экзамена тытрĕç темелле, шкултанах професси туянса тухаççĕ. Сăмах май каласан, çак шкулта "Машиноведени" предмета малтан Е.Михайлов вĕрентнĕ. Хальхи вăхăтра Н.Александров вăй хурать.

Юлашки вăхăтра шкулта тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта арçын ачасене права парасси те йăла шутне кĕнĕ. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çамрăксенчен чылайăшĕ уроксем хыççăн ДОСААФа вĕренме çỹреççĕ. Хăш-пĕр ачасем тăван хуçалăхрах ĕçлеме юлаççĕ. Акă вĕсем: В.Евсеев, В.Ефремов, А.Илларионов тата ытти те. Çамрăксен малашлăх алăкĕ яланах уçă пултăр.

К. ЕФРЕМОВА,

В. ТИХОНОВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



25 мая 2005
00:00
Поделиться