Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вĕсен шăпи - пирĕн алăра

о Çул çитмен ача

Вĕсен шăпи - пирĕн алăра

2004-2006 çулсенче районти çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарас тата сыхлас енĕпе профилактикăлла ĕçсем туса ирттерес тĕлĕшпе йышăннă районти программăпа, райадминистрацин çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси планĕпе тата ытти тĕллевлĕ программăсемпе килĕшỹллĕн социаллă хăрушлăхлă лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çул çитмен ачасене пур енлĕ аталантарас, шкулта вĕренекенсен канăвне усăллă ирттерес тĕлĕшпе нумай пулмасть "Школа выживания" мероприяти ирттернĕ. Унта çул çитмен ачасем хушшинче право йĕркисене пăсассинчен асăрхаттарас тата сыхлас енĕпе ĕçлекен субъектсен 20 представителĕ, районти шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан çул çитмен 31 ача хутшăннă.

Палăртнă мероприятинче хăрушсăрлăх, право пĕлĕвĕсене ỹстерес, сывлăха сыхлас, туризм, информатика, психологи пĕлĕвĕсене анлăлатас енĕпе мастер-классем иртнĕ. Çул çитмен ачасемпе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ, çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен районти комисси председателĕ Л.Голубева, райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен пай начальникĕн ĕçĕсене туса пынă С.Никитин, Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкул директорĕ В.Макарова, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Е.Гаврутенко аслă инспектор, районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ М.Мясникова тата ыттисем уçă калаçу ирттернĕ.

Мероприятире спорт вăййисем те чылай пулнă. Унта А.Константинов, А.Голубев, С.Петров, Е.Васильев, С.Разумов (Вăрмарти вăтам шкул), Д.Васильев (Кавал), В.Макаров, А.Иванов (Чупай) çĕнтерỹçĕсем пулса райадминистраци пуçлăхĕн грамотисемпе парнисене тивĕçнĕ.

И. ДМИТРИЕВА,

райадминистрацин

çул çитмен ачасемпе

вĕсен прависене хỹтĕлекен

комиссин яваплă секретарĕ.



25 мая 2005
00:00
Поделиться