Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Общероссийским днем библиотек

Районти библиотека системинче ĕçлекен       хисеплĕ çыннăмăрсем, ветерансем!

Вăрмар район администрацийĕ ячĕпе Сире Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатăп.

Кашни çын хăй ĕмĕрĕнче библиотекăна пĕр хут та пулин кĕрсе тухатех пулĕ. Библиотека вăл лăпкăлăх, канлĕх тупсăмĕ, чун илĕртмĕшĕ, чун уççи. Унта çынсене кĕнекесемпе, хаçат-журналпа тивĕçтерессишĕн сăпайлă та пуçаруллă бибилиотекарьсем пĕтĕм чунне парса ĕçлеççĕ.

Хаклă çыннăмăрсем! Çак кун сирĕн пĕтĕм йывăрлăхсем айккинче юлччăр. Малашлăхра сире ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп.

Вăрмар район

администрацийĕн пуçлăхĕ                А.И. Егоров



26 мая 2005
00:00
Поделиться