Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ çемьепе тин çуралнисен аллейи

о Республика кунĕ умĕн

Çĕнĕ çемьепе тин çуралнисен аллейи

Çуркунне тавралăха чĕрĕлĕх сăнĕ çапать. Шăп та лăп çак вăхăтра кун çути курнă та ĕнтĕ Тикашри çамрăк çемьере Галинăпа Николай Тимушкинсен хĕр ачи - Диана. Савăнăçлă лару-тăрура регистрацилерĕç пĕчĕк пепкене. Район администрацийĕ ячĕпе ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова парне парса хавхалантарчĕ тата Диана ячĕпе çĕнĕ çемьепе тин çуралнисен аллейине (Ленин площачĕ айккинчи фонтан çумĕнче) йывăç тĕмĕ лартма сĕнчĕ. Çамрăксем хаваспах килĕшрĕç. Ку аллейăра пĕрремĕш йывăç пулчĕ. Çакă вăл Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Йывăç ларт та ăна упра" Йывăç кунĕ ирттересси çинчен" Указне пурнăçлассипе те çыхăннă. Район халăхĕ Республика кунне хатĕрленнĕ тапхăрта та çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Н. ШИШКИНА.



28 мая 2005
00:00
Поделиться