Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕр-шыв чикки сыхă пултăр

о Паян - Пограничник кунĕ

Çĕр-шыв чикки сыхă пултăр

Тăван çĕр-шыв чиккине пограничниксем мĕн ĕлĕк авалах сыхланă. Ятарласа вĕсен уявне 1958 çултанпа кашни çул майăн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çак кун пограничниксемпе, çарта тăракансемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, палăксем умне чечексем хураççĕ тата ытти мероприятисем пулаççĕ.

Раççей çыннисем герой-пограничниксене, Брестшăн çапăçнисене, тăшманпа пĕрремĕш тĕл пулнă геройсене асра тытаççĕ. Вĕсен ятне çỹлте тытнă çынсем пирĕн районта та сахал мар. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул иртрĕ. Çав çулсенче те нумайăшĕ Тăван çĕр-шыв чиккине сыхлама кайнă, хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă. Паянхи кун та лăпкăлăхшăн, канлĕхшĕн пирĕн район каччисем - Р.Григорьев, А.Николаев, С.Резник тата ыттисем чикĕре службăра тăраççĕ. Районти Ю.Ефимов, О.Кошельков, А.Игнатьев, И.Силеров, А.Васильев тата ытти пограничниксем те çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пограничниксене Тăван çĕр-шыв чиккине сыхлас çĕрте хăюллă пулнăшăн пĕтĕм халăх хисеплет.

Юлашки çулсенче тĕнчери лару-тăру çивĕчленсе пынине пула пограничниксен татах та тимлĕрех пулмалла. Хăйсен çар ăсталăхне ỹстерсе пымалла, кирек мĕнле агрессие те сирсе яма хатĕр тăмалла. Çĕр-шыв чикки сыхă пултăр.

М. ПУКЛАКОВ,

районти çар ĕç комиссарĕ.



28 мая 2005
00:00
Поделиться