Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çамрăксенче - шанчăк

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Çамрăксенче - шанчăк

Чупай ялĕ маларахри çулсенче районта пур енĕпе те лайăххипе палăрса тăнă. Çĕр ĕçĕпе - пушшех те. Чи нумай тыр-пула та пирĕн халăх вăй хунипех туса илме пултарнă. Халĕ пур çĕрте те çурхи кунпа тухăçлă усă курса юлас тесе тăрăшаççĕ. "Машинăпа трактор паркĕ - уй-хир - столовăй" маршрутпа çынсем хĕвĕшеççĕ. Анчах пирĕн ялта ку маршрут - шăплăхра. Хуçалăх хăйне хăй ĕçлейми пулчĕ. Çакăншăн пĕтĕм ял халăхĕ пăшăрханать. Ĕçлеме пултаруллă кадрсем, харпăр хăй çине яваплăх илме хăюлăх çитереймен çын çукки ура хурать. Çавна пулах кăçал ĕçрен ỹркенмен Арапуçсене мĕн пур çĕр лаптăкне вăхăтлăха арендăна пама тиврĕ. "Пиçен, армути кашласа ан лартăр", - терĕ ял халăхĕ ку шухăшпа килĕшсе. Кун пек тĕслĕх пирĕн ума кăна çитмен-ха вăл, республикипе илес пулсан та чылай. Çавăнпа та пулĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăх енĕпе ĕçлекенсене пулăшу парасси пирки уйрăммăн палăртнă. Уйрăмах тин вĕренсе тухнă çамрăк кадрсем пирки калани килĕшрĕ. Вăл ялсенче ĕçлеме квалификациллĕ специалистсене тата пултаруллă ертỹçĕсене явăçтарма хавхалантармалла. Çак Указ тăрăх 2005 çултах ялсенче ĕçлеме ертсе пыракан 50 çынна конкурс никĕсĕ çинче суйласа илмеллине те палăртнă Çырура. Пуçламăшĕ начарах мар. Вĕсене çăмăллăхсем, çурт-йĕр çавăрма пысăк субсиди параççĕ. Çакă вара çамрăксене хавхалантармалла. Пирĕн ялти хуçалăха ертсе пыма çамрăк та пултаруллă специалист тупăнсан мĕн тери аван пулĕччĕ. Çамрăксенче шанчăкĕ те ытларах. Вĕсем халĕ те пире нумай пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, эпир ялти шкул ачисемпе, вĕрентекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Урамсенче, çырма-çатрасенче тирпей илем кĕртессипе те кашни çулах хутшăнаççĕ. Мĕн чухлĕ тимĕр-тăмăр пухса пĕр çĕре купаласа хунă. Çав хушăрах шкул пахчинче те ĕçлеме ĕлкĕреççĕ вĕсем. Йывăç-тĕмсем лартма та ỹркенмеççĕ. Вĕсенче шанчăклă та çирĕп кадрсене курма пулатех. Апла пулсан пирĕн, аслисен, ку енĕпе нумай ĕçлемелле. Ачасене мĕн çамрăкран ĕçе хăнăхтарма, çĕре юратма, ашшĕ-амăшĕн, çĕр-шывăн пуянлăхне упрама вĕрентмелле. Çын хăй ĕçлесе тар кăларнине нихăçан та манмасть, перекетлĕ пулма хăнăхать, халăхăн тупăшне ỹстерессишĕн тăрăшать. Çак ĕçсене пурнăçлама вара ăслă-тăнлă, çемьешĕн тăрăшакан, пултаруллă çын çеç пурнăçлама пултарать.

Е. ВАВИЛОВА,

Чупай ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



28 мая 2005
00:00
Поделиться