Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемьесене - çурт-йĕр

о Çамрăксене - патшалăх пулăшăвĕ

Çемьесене - çурт-йĕр

Çемье хăйĕн кил-çурчĕ пулсан çирĕп пулнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та Чăваш Енре пурăнакан çынсем валли социаллă çурт-йĕр ытларах хăпартас, кашни çемьен çирĕплĕхне упраса хăтлă кил-çуртпа, хваттерпе тивĕçтерес тесе тĕллевлĕ программăсем йышăнать. Çамрăксен çемье, хăйсен "йăви" чăмăртансанах вĕсен умне тỹрех пĕр ыйту тухса тăрать: ăçта пурăнмалла? Вĕсен хăйсен вăйĕпе çурт-йĕр çавăрма та, хваттер туянма та укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен вăй çитмест-çке. Çапла май, кашни çемьенех çурт-йĕр çавăрмашкăн е пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви сахал мар пулăшнине каласа пачĕ ку енĕпе ĕçлекен райадминистраци специалисчĕ В.Никитина.

"Çак тĕллевпех министерство çамрăк çемьесене пулăшма темиçешер миллион тенкĕлĕх 15 процентлă субсиди уйăрма хушу кăларнă. Пирĕн районта "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсем тăрăх, 7 çемье 2 миллион та 230 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Вĕсен шутĕнче: В.Чернов, С.Авениров (Тикаш), С.Камнев (Ямпай), В.Сергеев (Хĕрлĕçыр), Т.Сергеева, М.Иванова, С.Волкова (Вăрмар поселокĕ). "Çамрăк çемье" программăпа малалла та ĕçлетпĕр. Паянхи куна çак тĕллевпех çамрăксем район администрацине 15 заявлени тăратнă".

Ку енĕпе ĕçлекенсем Президент программине пурнăçлассишĕн, чăваш çыннисене хăтлă кил-çуртпа тивĕçтерессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, çамрăксене чылай тĕрлĕ енлĕ консультаци тата ытти пулăшу параççĕ.

В. ГУРЬЕВА калаçнă.



28 мая 2005
00:00
Поделиться