Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чун-хавалĕпе вăйлисем - Çветтуй çулăмпа

о Ĕненỹ

Чун-хавалĕпе вăйлисем - Çветтуй çулăмпа

    Мăнкун - чи аслă та сăваплă уяв. Кăçалхи праçник чăваш çыннисемшĕн уйрăмах асра юлчĕ, мĕншĕн тесен республика Президенчĕ Н.Федоров апрель вĕçĕнче Израильте, Иисус Христос çĕнĕрен тĕнчене килнĕ сăваплă вырăнта пулса Турă Тупăкĕн храмĕнчи Çветтуй çулăма илсе килнĕ. Халĕ вăл республикăри пур чиркỹсенче те ялкăшса Турра ĕненекенсене вăй-хăват парса тăрать. Çав хушăра - пирĕн районта та. Иртнĕ кунсенче пирĕн районти Михаил Архистратиг чиркĕвĕнчи Владимир аттепе Турра ĕненекенсем Çветтуй çулăм çул кăтартнипе Канаш хулинче Аслă Мăнкуна мухтаса иртекен кĕлле хутшăнма Вăрмар поселокĕнчен çуран тухса утнă. Çавăн пекех вĕсемпе пĕрле Мăнçырмари Тихвин Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркỹри Леонид атте Турра ĕненекенсемпе пĕрле хутшăнса çула тухнă. Вĕсен маршручĕ "Вăрмар - Тăвай - Канаш" çулĕ çинче пулнă. Вĕсен республикăри ытти районсенчен - Патăръел, Çĕмĕрле тата Шупашкар хулисенчи Турра ĕненекенсемпе Канаш хулинчи чиркỹре тĕл пулнă. Çак ансатах мар саманта вĕсем чăтăмлă тỹссе, хăйсем чăннипех те Турра шаннине кăтартса панă.

А. НИКОЛАЕВА.



28 мая 2005
00:00
Поделиться