Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юхтăр шывĕ, çиттĕр Атăла

о Ялсен социаллă аталанăвĕ

Юхтăр шывĕ, çиттĕр Атăла

"Йывăçĕ пулмасан, вăрманĕ сарăлса лараймĕ" тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Пирĕн ял пек район центрĕнчен аякра пĕчĕк ялсем пулмасан тĕнчи те тытăнса тăмĕ. Ирĕклĕх хỹттипе ытлашши ирĕкленсе кайса "Систеби" хуçалăхĕ тĕпĕпех пĕтрĕ. Фермăри тем вăрăмăш витесем, машинăпа трактор паркĕ куç хупса илнĕ çĕре "çухалчĕç". "Ялти пурнăçăн малашлăхĕ пĕтрĕ пулĕ", - тесе каланине пур çынран та илтме пулатчĕ. Чылайччен çапла пĕр вырăнта "тăпăртатса" тăчĕ ял. Районти юнашар ялсенче Чăваш Республикин Президенчĕн программипе килĕшỹллĕн газ кĕртсе пĕтерчĕç, çулсем хыврĕç. Эпир вара вĕсене ăмсанса пăхаттăмăр. Ара, камăн çак ырлăхпа усă курас килмĕ.

Район администрацийĕн яваплă çыннисем, Кавал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов тăрăшнипе кăçал пирĕн яла та "кăвак çулăм" çитерес тĕллевпе ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ ялта тĕпленсе пурăнакансенчен çуррине яхăн килĕсене газ кĕртессипе ĕçлеççĕ. Кам мĕнле ĕç тăвать: газ кăмаки валли мăрье кăлараççĕ, урамсенче чаваççĕ. Газ кĕртме укçи-тенки те сахалах кирлĕ мар иккен, ăна та тупмалла. Кĕскен каласан, ял халăхĕ кăткă пек калла-малла хĕвĕшет.

Пăвакассинчен асфальтлă çул пирĕн ялалла та килме пуçлать текен хыпар та çỹрет. Хальлĕхе вăл 1 километр кăна пулин те чуна савăнтарать. Пуçламăшĕ пур, хăçан та пулин ял вĕçне çитетех. Пирĕн яла та тепĕр хут "чун кĕрсе" пырать. Ку вара калама çук пысăк савăнăç. Апла пулсан ял пурăнать. Ăна вара кашни кун кирли - шыв. Ялта шыв башни иккĕ пур-ха. Урамсенче колонкăсем паянхи куна аванах ĕçлеççĕ, анчах ыран та пурăнмалла-çке-ха. Шыв башнисем тахçанхисемех, кивелнĕ. Çавăнпа та пирĕн ял халăхĕпе пĕрле ялти пĕртен пĕр çăла юсасчĕ, манăçа хăварас марччĕ. Кĕрлесе юхса тăракан вăй-хăвачĕ чакма пуçланăскере тепĕр хут вăй кĕртме пулăшасчĕ, унăн таврашне тирпейлесе илемлĕ сăн кĕртесчĕ. Ан тив, пĕр чарăнмасăр юхса çиттĕр Атăла, хăйĕн шăнкăрав пек сассипе ял чĕрĕлĕхне пĕлтерсе тăтăр, Çиçтĕпе ялĕ пуррине пур çĕрте те пĕлччĕр.

Л. ГРИГОРЬЕВА.

Çиçтĕпе ялĕ.



28 мая 2005
00:00
Поделиться