Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юратнă ĕçе парăннă

о Династи

Юратнă ĕçе парăннă

Учитель профессийĕ Чăваш Енре яланах чи сумлă та паха профессисенчен пĕри пулнă. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парас, вĕсенче малалла аталанасшăн çунакан, мĕн пур пĕлĕвне пĕрмаях ỹстересшĕн ăнтăлакан, юратнă профессие туянса ĕçлес текен туйăм çуратма пулăшасси - вĕрентекенсен пĕрремĕш тивĕçĕ. Педагог ĕçĕ - хисеплĕ те пархатарлă.

Энĕшпуç çĕрĕ сахал мар çĕр-шыва юрăхлă, ăслă-тăнлă çынсем çуратса ỹстернĕ. Манăн вара Афанасьевсен, педагогсен çемйи çинчен çырас кăмăл пур. Çемье пуçлăхĕ Петр Афанасьевич Афанасьев Энĕшпуç ялĕнче 1923 çулта çуралнă. 1940 çулта Канаш районĕнчи Ăвăспỹрт Кипечри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çав çулах Хусанти педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Институтра пĕрремĕш курс вĕренсе тухсан 1941 çулхи август уйăхĕнче çара илеççĕ ăна. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, фашистла Германие парăнтарассишĕн çапăçса паттăрлăх кăтартнă. 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче фронтран виççĕмĕш группăри инвалид пулса киле таврăнать. Фронтран таврăнсан тĕрлĕ шкулсенче военрук, физкультура учителĕ пулса ачасене вĕрентнĕ. 1956 çулта Етĕрнери педагогика училищин физкультура уйрăмне заочно майпа вĕренсе пĕтернĕ. Ăста педагог Энĕшпуçĕнчи, Кивĕ Вăрмарти, Урнарти вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Унăн ĕç стажĕ - 40 çул. Çак çулсем хушшинче нумай Хисеп грамотисене тивĕçнĕ вăл. Петр Афанасьевич арăмĕпе Татьяна Васильевнапа 5 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ çине кăларнă.

Аслă хĕрĕ - Раиса - Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти 6 номерлĕ шкулта вырăс чĕлхипе литература предметне вĕрентет. Унăн хĕрĕ - Наташа - ЧППИ филологи факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Вăл - Президент стипендиачĕ. Халĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕнче вăй хурать.

Афанасьевсен иккĕмĕш хĕрĕ - Лидия - Хусанти университетра çирĕп пĕлỹ илнĕ хыççăн нумай çул хушши ĕнтĕ Энĕшпуç шкулĕнче географи предметне вĕрентет. Ачасем те, ытти вĕрентекенсем те хисеплеççĕ пултаруллă педагога. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын.

Виççĕмĕш хĕрĕ - Людмила - педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн виçĕ çул Энĕшпуç шкулĕнче ачасене пĕлỹ панă.

Петр Афанасьевич ывăлĕн хĕрĕ - Татьяна та çемьере кăмăлланă профессие суйласа илсе хальхи вăхăтра университетăн филологи факультечĕн IV курсĕнче ăс пухать, çамрăк ăрăва пĕлỹ парас тĕллевпе ĕçлет.

Çапла, ырă ята тивĕç çак педагогсем, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пурнăçне ачасене пахалăхлă пĕлỹ, воспитани парассишĕн чунтан парăннă çынсем.

Г. СЕМЕНОВА,

Энĕшпуç ялĕнчи

библиотекарь.



28 мая 2005
00:00
Поделиться