Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Куç пек сыхă пуласчĕ

о Паян - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун

Куç пек сыхă пуласчĕ

Ку уяв - пуринчен те хаваслăраххи. Аслисене ачасем умĕнче яваплине тепĕр хут аса илтерекен уяв. Ачасен паянхи пурнăçĕ, ыранхи кун-çулĕ ытларах ашшĕ-амăшĕсенчен килет. Пахчана чечек лартрăн пулсан - шăвармаллах, унсăрăн вăл типсе хăрать. Ача-пăчана çуратрăн пулсан, тивĕçе туйса ăна тĕрĕс-тĕкел çитĕнтермелле. Вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшмалла. Анчах та пирĕн хушăра яваплăха туйман ашшĕ-амăшĕсем ачасене йывăрлăха кĕртсе ỹкереççĕ. Хăш-пĕр ачасем çемье ăшшисĕр, тăнăçсăр лару-тăрура, чухăнлăхра ỹсеççĕ. Вĕсене патшалăх тĕрĕс-тĕкел ỹсме пулăшас тĕллевпе сахал мар вăй хурать. Республикăра юлашки çулсенче "Чăваш Ен ачисем", "Çемье" программăсем ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Ăнăçсăр çемьесенчи ачасемпе çул çитмен ачасене ятарлă учрежденисене, интернатсене вырнаçтараççĕ. Нумай ачаллă çемьесене саккун тăрăх чылай çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ. Хăш чухне хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем хăйсен çемйине тивĕçмелли çăмăллăхсем пирки пĕлмест те. Паллах, ку хăйсен айăпĕ, вĕсен районти социаллă пулăшу органĕсене çитмелле, ыйтса пĕлсе тивĕçлĕ хутсем хатĕрлемелле. Патшалăх паракан ача укçине эрех-сăра туянса тăкакламалли мар, вăл ачасене кăштах та пулин савăнăç кỹмелле.

Ачасене хỹтĕлемелли кун çуллахи каникул пуçланнă вăхăтпа пĕр килет. Вĕсен çуллахи канăвне туллин йĕркелес ыйтăва район администрацийĕ тимлĕн тишкерет.

Ачасен хỹтлĕхĕшĕн кашни çын яваплă. Уяв кунĕсенче кăна ачасем пуррине аса илес марччĕ. Вĕсемшĕн яланах, кашни кун тăрăшасчĕ, куç пек сыхă пуласчĕ.

Л. ГОЛУБЕВА,
 
райадминистраци пуçлăхĕн
 
заместителĕ, çул çитмен ачасемпе
 
ĕçлекен комиссин председателĕ.



01 июня 2005
00:00
Поделиться