Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ

Паттăрсен ячĕсем манăçмаççĕ

Хальхи вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă шурă çỹçлĕ ветерансен йышĕ Энĕшпуç ялĕнче вунă çын шутланать. Акă вĕсем: П.Афанасьев, Н.Власов, И.Голубев, А.Егоров, Н.Константинов, Р.Макаров, В.Михайлов, П.Михайлов, И.Нягин, И.Павлов. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине пĕтĕм халăх чыслăн кĕтсе илсе анлăн паллă турĕ. Ку пуриншĕн те тахçанах кĕтнĕ савăнăçлă саман пулчĕ.

Шкулти Çар Мухтавĕн музейĕн пуçлăхĕ И.Криков йĕркеленипе "Азимут" йĕрлевçĕсен ушкăнĕ кашни ветеран пурăнакан çурт çине "Кунта Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ пурăнать" тесе çĕнетсе çырнă Асăну хăмисем вырнаçтарчĕç. Ку ĕçре Е.Пудриков, Д.Ильин, Дмитриев тата Сергей Германовсем, К.Нягин, О.Иванов, А.Тихонов шкул ачисем тата И.Григорьева аслă вожатăй уйрăмах тăрăшулăхне, пултарулăхне кăтартрĕç.

Чыс та мухтав çĕр-шыва вутлă вăрçăра сыхласа ирĕке кăларнă фронтовиксене. Шел пулин те вĕсен йышĕ кунсерен чакса пырать.

Халĕ пурăнакан ăру 80 çултан иртнĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе куçа-куçăн курса калаçать.

Пирĕн таса тивĕç - ветерансемшĕн пур енлĕн тăрăшасси. Вăхăт пĕр чарăнми малалла шăвать, вăрçă çулĕсем те хыçа юлса пыраççĕ. Çапах та Тăван Çĕр-шыв хỹтĕлевçисен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ пирĕн хальхи тата килес ăрусемшĕн яланах тивĕçлĕ тĕслĕх пулĕ. Эпир вĕсен ятне яланах çỹлте тытăпăр, мухтавлă паттăрлăхĕпе мăнаçланăпăр.

О. КРИКОВА,

10 класра вĕренекен,

музей экскурсовочĕ.



01 июня 2005
00:00
Поделиться