Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПУРНĂÇ УТТИНЧЕН ЮЛМАСĂР

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

ПУРНĂÇ УТТИНЧЕН ЮЛМАСĂР

Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх пĕр сисĕнмесĕр иртет. Акă Аслă Çĕнтерỹ юбилейне те анлăн паллă турăмăр. Кашни уйăхах çĕнĕлле ĕçлеме хистет, çу уйăхĕсем - пушшех те.

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнĕ куна халалласа ялта, шкулта тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттертĕмĕр.

Пирĕн тивĕç - вăрçă участникĕсене пысăк тимлĕх уйăрасси. Каламалăх та, курмалăх та юлман вĕсем пирĕн - пиллĕкĕн кăна. Вĕсенчен пĕри - 85 çул тултарнă Агафия Степановна Павлова, 6 ача амăшĕ, 19 мăнукĕн асламăшĕпе кукамăшĕ. Г.Мефодьев, Г.Николаев, Н.Лукин, М.Александров - пурте вĕсем нумай ачаллă çемьесен ашшĕсем, йышлă мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисен аслашшĕсемпе кукашшĕсем.

Майăн 9-мĕшĕнче çулсерен вĕсем ял варрине лартнă асăну палăкĕ умĕнче тĕл пулаççĕ. Çĕнтерỹ юбилейне çĕнĕлле улăштарнă палăк умĕнче уявларĕç кăçал. Палăк йĕри-таврашĕнчи картана улăштарма тимĕртен туса хатĕрленĕ, "ĕмĕрлĕх çулăм" мăнаçлăн ялкăшать.

Шкул коллективĕ вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулусем ирттерессине йĕркелерĕ. Анчах та шел, пурте тухса çỹреймеççĕ çакнашкал уявсене. Вăрçă хирĕнче тỹснĕ хĕн-асап паянхи кун та канăç памасть ветерансене. Çĕнтерỹ кунне халалласа тĕрлĕрен мероприятисем, класс сехечĕсем ирттернĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсем. Ятарласа çак темăпа стена хаçачĕсем кăларнă.

Тĕрлĕрен спорт вăййисем те Çĕнтерỹ кунне халалласа иртрĕç. Хамăр янташ С.Захарова ячĕпе иртнĕ ăмăрту та Çĕнтерỹ ячĕпех çыхăннă. Çак ăмăртăва хутшăннă шкул тата ял администрацийĕ тăратнă командăсем тав сăмахне тивĕçлĕ. Шкул чысне А.Архипов, А.Васильева, Н.Михайлова, ял администрацийĕн чысне унăн пуçлăхĕ Н.Матвеев, О.Мефодьев, И.Игнатьев, район Пухăвĕн депутачĕ В.Николаев хỹтĕлерĕç. Физкультура учителĕ Ю.Николаев ачасен пысăк йышне ăмăртăва хутшăнтарчĕ.

Кашни çулах Çĕнтерỹ кунне халалласа вăрçă ветеранĕсем пĕрле пуçтарăнса йывăç лартасси йăлана кĕнĕ пирĕн. Кăçал 60 çулхи юбилее халалласа Çĕнтерỹ аллейи турăмăр.

В. НИКОЛАЕВ,

Мăнçырма шкулĕн директорĕ, район Пухăвĕн депутачĕ,

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти пĕрлешĕвĕн

секретарĕ.



01 июня 2005
00:00
Поделиться