Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ВУТ-КĂВАРТАН АСĂРХАНĂР

о Пушар хăрушсăрлăхĕ

ВУТ - КĂВАРТАН АСĂРХАНĂР

Июнĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Пурте пĕлеççĕ, ачасем - пирĕн пуянлăх. Çавăнпа та вĕсене пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва кирлĕ çын тумалла.

Сăнаса пăхнă тăрăх пушар тухасси ачасем вут-кăварпа вылянинчен ытларах килет. Çакă çуллахи ăшă çанталăкра пушшех те хăрушă. Шкул ачисен каникул пуçланчĕ, вĕсем ытларах килте, е урамра пĕччен юлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен вĕсене çирĕппĕн асăрхаттармалла. Шăрпăксене куç умне лекмелле мар вырăна хумалла. Газ приборĕсене, газ пăрăхĕ çинчи крансене хупса хăвармалла. Газ приборĕсемпе ачасене усă курма чармалла. Енчен те газ плити çине апат пĕçерме е шыв вĕретме лартсан, ăна сăнасах тăмалла, манса каймалла мар. Шыв вĕресе тăкăнса çунакан газа чарса лартма пултарать, газ тухса тăрать, сирпĕнсе каяс хăрушлăх килсе тухать.

Ача-пăчасем çуллахи вăхăтра вут чĕртме юратаççĕ. Газ пăрăхĕ иртсе каякан вырăнтан 15 метр çывăхĕнче е газ валеçекен пунктсем çумĕнче вут чĕртме, çỹп-çап çунтарма юрамасть. Ку пушар тухас хăрушлăх патне илсе пыма пултарать.

Енчен килте, подьездсенче, путвалсенче е урамра газ шăршне туйрăр пулсан тỹрех 01 е 04 телефонпа шăнкăравламалла, вăл ăçтан килнине, хăш вырăнтан тухнине пĕлтермелле, авари служби киличчен кĕтсе тăмалла. Пирус туртма, спичка çутма юрамасть, çынсене патне пыртармалла мар.

Ашшĕ-амăшĕсем, ачасене пушар хăрушлăхĕ çинчен каласах тăрăр, вут-кăварпа выляма ан парăр. Вĕсем чăннипех пирĕн пуянлăх.

А. РОМАНОВ,
 
"Вăрмаргаз" филиалĕн тĕп инженерĕ.


01 июня 2005
00:00
Поделиться