Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района со Всемирным днем охраны окружающей среды

Муниципаллă харпăрлăха, çĕр ресурсĕсене йĕркелесе пырассипе тата çут çутçанталăка хỹтĕлессипе ĕçлекен районти пайăн, вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, ветеранĕсем, экологи ушкăнĕсен хаклă çыннисем!

Сире Пĕтĕм тĕнчери çутçанталăка хỹтĕлессипе çыхăннă кун ячĕпе чунтан-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп.

Çынпа çутçанталăк хушшинчи çыхăну - яланхи пурнăçăн тĕп ыйтăвĕ. Çын çутçанталăка еплерех хисеплени - вăл пирĕн ăрун малашлăхĕ пулса тăрать. Çавăнпа та кашнин чун-чĕринче экологи культурине аталантарасси, воспитани парасси, яваплăх тытма вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать темелле.

Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн Указĕпе 2005 çула "Садсемпе парксен çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Çавна май асăннă Указа пурнăçлассишĕн тата пулас ăрусен малашлăхĕшĕн пирĕн çине тăрса вăй хумалла.

Тĕлĕнмелле хитре çутçанталăк илемĕ çĕр-шывăн хуть те хăш кĕтесĕнче те пирĕн тăван тавралăха, савнă халăха, пĕтĕм чĕрĕ япалана аса илтерет.

Эсир вара пурнăç çăмăл мар пулнине пăхмасăрах çак çутçанталăк пуянлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе пархатарлă ĕçсем тума тăрăшатăр, тĕрлĕ мероприятисем ирттеретĕр. Çакăншăн сире тав тăватăп. Яваплă та çăмăл мар ĕçĕрте ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Вăрмар район
 
администрацийĕн пуçлăхĕ                   А.И. Егоров


03 июня 2005
00:00
Поделиться