Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕннине шыраса, малашлăха шанса

о Выльăх-чĕрлĕхрен - ытларах продукци

Çĕннине шыраса, малашлăха шанса

"Тегешевский", "Кубня", "Пучах" хуçалăхсем панкрута тухсан ял хуçалăхне пĕтме парас мар тĕллевпе "Тегешево" агрофирма йĕркеленĕ. Кунта вăй хуракансем кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман. Ял хуçалăх производствин технологине çирĕп пăхăнса пыраççĕ, мĕн пур пурлăхпа туллин усă курма, киввисене упрама тăрăшаççĕ, çĕннисене туянса пырассишĕн çине тăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине уйрăммăнах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кĕтĕве ăратлă ĕнесемпе çĕнетсе пырса сĕт тухăçне куллен-кун ỹстерсе пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем халĕ кашни ĕнерен куллен 18 килограмм сĕт сăваççĕ. Вĕсен кăтартăвĕ районта чи пысăкки. Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха Тикашсем районти ытти хуçалăхсенчен. Нимĕнпе те. Чи малтанах çакна палăртса хăварас килет: хуçалăх тилхепи - çирĕп алăра. Ăна хальхи вăхăтра ял хуçалăх ĕçне парăннă, ачаран ĕçе хăнăхса ỹснĕ Н.Иванов тытса пырать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсе "Тегешево" агрофирмăна çитсе куртăм. Хуçалăх пуçлăхĕ Н. ИВАНОВ акă мĕн каласа пачĕ:

"Пурĕ 1500 гектар çĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, ĕç-пуç начарах мар темелле. 400 гектар çинче акса-лартса пĕтернĕ. 500 гектарне нумай çул ỹсекен курăк йышăнать, пĕр çул ỹсекенни - 30 гектар. Кăçал эпир сахăр кăшманĕ, хуратул, урпа, тулă акса хăвартăмăр. Çĕр улмине 3 гектар çинче кăна лартрăмăр. Акнă вăрлăхсене шăтса тухсан апатлантарма удобренисем пур. Çак ĕçсене пурне те хуçалăхра ĕçлекен 30 çынпа пурнăçлатпăр. Пурĕ 12 трактор, вĕсенчен МТЗ-82 - тăваттă, Т-150 - виççĕ, ДТ-75 - иккĕ, МТЗ-80, Т-40, ЮМЗ - 6 - пĕрер. Халăхĕ ĕçлеме ỹркенмест. Вĕсен умĕнче хуçалăх пĕр пус та парăмра мар.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырассишĕн те çине тăратпăр. Паянхи кун сăвакан 25 ĕне. Кашни ĕнерен кунне 17,6 - 18 килограмм сĕт сăватпăр. Мăйракаллă шултра выльăх 51 пуç. Суса илнĕ сĕте кашни кун районти çу заводне сутатпăр. Ку енĕпе ял халăхĕ те питĕ активлă. Пурĕ пĕрле кунне 1500-1600 килограмм сĕт леçетпĕр. Çу заводĕнчен выльăх-чĕрлĕхе çитерме комбикорм илетпĕр. Пĕр ĕне пуçне кунне 6 килограмм лекет вăл. Ĕне выльăхсене пăхакансем пĕр ĕçе те ỹркенсе тăмаççĕ: Н.Паймулина доярка осеменатор ĕçне те туса пырать. Г.Павлова - учетчица, пăру пăхакан. Хăйсен ĕçне пĕлсе те йĕркеллĕ туса пыраççĕ. П.Кабакова, Л.Кабакова, Е.Иванова скотниксем пĕр ĕçрен те ỹркенсе тăмаççĕ. Н.Иванов хуралçă фермăран пĕрре те татăлмасть, кунĕн-çĕрĕн кунта. Вĕсен ĕçне Н.Тямаков ферма заведующийĕ, вăлах зоотехник йĕркелесе пырать. Пĕр ĕç те тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Ял хуçалăх ĕçĕ нихăçан та ансат пулса пымасть. Çапах та çĕннине шырамасăр, малашлăха шанмасăр пурăнмастпăр" - тет хуçалăх пуçлăхĕ. Ку чăнахах та çаплах ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕх те ăнăçлă хĕл каçнă кунта. Эпĕ кунта пынă кун пĕчĕк пăрусем ушкăн ушкăнпа уйрăммăн тăраççĕ. Умĕнче типĕ утă, шыв. Çумăр çусан кĕрсе пытанмалли те пур. Сăвакан ĕнесем - улăхра. Чĕркуççи таран курăк çинче çỹреççĕ. Шывне турттарса килсе шăвараççĕ. Пысăк цистернăран валашка çине юхса тăрать. Тутă ĕнесем канлĕн кавлесе выртаççĕ.

Юхăнма пуçланă ферма пỹртĕнче юсав ĕçĕсем тума тытăннă. Халлĕхе холодильник юсавсăррине пула сунă сĕте сивĕтме ятарласа вырăн тунă. Аталану çулĕ çинче çирĕппĕн тăрас тесен ĕçĕ чăннипех те питĕ нумай хуçалăхра. Апла пулсан, çулĕ уçă пултăрччĕ.

А. НИКОЛАЕВА калаçнă.



04 июня 2005
00:00
Поделиться