Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç шайĕпе утса

о Шкул реформи

Пурнăç шайĕпе утса

2001 çултан пуçласа районти шкулсем кашни çулах республикăра иртекен "Чи лайăх хушма хуçалăх" конкурса активлă хутшăнаççĕ. Конкурс тĕллевĕ: ачасен тавракурăмне ỹстересси, ял хуçалăх ĕçĕсене хăнăхтарасси, унти çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе паллаштарасси, ачасене хушма хуçалăхăн план-проектне тума вĕрентесси, наукăпа тĕпчев тата сăнав ĕçĕсене хутшăнтарасси, çут çанталăка юратма, упрама тата хỹтĕлеме вĕрентесси.

Районти шкулсем çак тĕллевсене анлăн та тĕплĕн пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çакна шкулсем республикăра иртекен "Чи лайăх хушма хуçалăх" конкурсра призлă вырăнсем çĕнсе илни те çирĕплетсе парать.

Акă, тĕслĕхрен, 2001 çулта Чупайри вăтам шкул (директорĕ А.Дмитриев) лауреат ятне илнĕ, 2002 çулта виççĕмĕш вырăн йышăнса компьютер илме тивĕç пулнă. 2003 çулта Çĕнĕ Кинчерти шкула (директорĕ М.Крылова) республикăри тĕп шкулсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнăшăн компьютерпа туристсен палаткине парнелерĕç, 2004 çулта - республикăри тĕп шкулсем хушшинчи Энтриялĕнчи шкул (директорĕ Г.Григорьева) пĕрремĕш вырăн йышăннă, компьютер илме тивĕç пулнă. Çавăн пекех Кĕлкешри вăтам шкул (директорĕ Ю.Данилов) иккĕмĕш вырăн йышăннă, вĕсене лазерлă принтер парнеленĕ.

Хушма хуçалăхра туса илнĕ пахча çимĕç шкул ачисене тутлă та пысăк калориллĕ апат çитерме пулăшать. Нумай шкулсенче ачасене вĕри апат тỹлевсĕр çитереççĕ.

2005 çула Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров "Садсен тата парксен" çулĕ тесе çирĕплетнĕ май, шкулсенчи хушма хуçалăх ĕçĕсем çине татах та тимлĕрех пăхассине, аталантарассине, ачасене мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма, хисеплеме вĕрентесси çине тарăнрах пăхасса шанас килет.

З. НИКИФОРОВА,

районти вĕрентỹ пайĕн

методика кабинечĕн заведующийĕ.



04 июня 2005
00:00
Поделиться