Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурте пĕрле çине тăрсан...

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнă хыççăн

Пурте пĕрле çине тăрсан...

Çĕр çинче ĕçлесе, тăранса пурăнакан кашни çын кунран-кун лайăххине кĕтет. Ял çыннин ĕçĕ-хĕлĕ нихăçан та çăмăл пулман, çакна эпĕ хам пурнăçра нумай тỹссе ирттернĕ.

Юлашки çулсенче ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пушшех те йывăрланса пычĕ. Чылай çамрăксем ялтан тухса кайса пĕтрĕç. Ку вара ял хуçалăхĕ еплерех лару-тăрăва кĕрсе ỹкнине тỹрремĕнех пĕлтерет. Кăçал февраль уйăхĕнче хаçатсенче пичетленсе тухнă Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче аграри политики пирки уйрăммăн чарăнса тăни çав тери килĕшрĕ. Çамрăк кадрсене ялсенче ĕçлеме хăварасси пирки калани вара пушшех кăмăла çĕклентерсе ячĕ. Пурнăçа çамрăксен тытса пымалла. Ман шутпа чи малтан дисциплинăна хытармалла. Эрех-сăра таврашĕпе иртĕхме памалла мар. Çав "симĕс çĕлене" пулах кил-çурт кĕлленет, çын пурнăçĕ татăлать. Инкеке, кун пек тĕслĕх пирĕн ял администрацийĕн территорийĕнче те пулса иртрĕ. Эрехпе аташса урмăшнă çынна темĕн чухлĕ каласан та вăл тăна кĕмест. Пушара хирĕç кĕрешсе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Каçхи тусура та йĕркелесе ятăмăр. Дружинниксем те йĕркелĕхшĕн тăрăшаççĕ. Çамрăклăх алхасуллă, анчах та вĕсен тилхепине тытма пĕлмелле. Республика Президенчĕ Н.Федоров ку енĕпе лайăх политика тытса пырать. Чи малтан çынна ăс-тăн енчен пуянлатмаллине, пултаруллă та çитĕнỹ тума пултаракан çын çитĕнтермеллине палăртать. Çак политикăна тытса пырсан малашлăх шанчăкĕ те çирĕп пулĕ.

Н. ПЕТРОВ,

Чулкас ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



04 июня 2005
00:00
Поделиться