Вăрçă ахрăмĕ манăçмасть
о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул
Вăрçă ахрăмĕ манăçмасть
Арапуçĕнчи историпе краеведени музейĕнче тĕрлĕрен мероприяти тăтăшах иртет. Ку хутĕнче те (йăлана кĕнĕ темелле ĕнтĕ ăна) вăрçă ветеранĕсен тата çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл ĕçченĕсен иксĕлми ĕç-хĕлне, ĕмĕр манăçми ырă та пархатарлă ĕçне чыс та хисеп тумашкăн пуçтарăннă. Музей директорĕ А.Викторова хăйĕн тивĕçне чунтан парăнни куç кĕретех. Уява çав тери тĕплĕн те пур енлĕн хатĕрленнĕ: тематика тĕлĕшĕнчен те, пỹлĕме илемлетес енчен те, тĕрлĕ япаласемпе усă кураслăхĕ те тухăçлă.
Шел пулин те, паян кун ялта 6 вăрçă ветеранĕ кăна юлнă. Пирĕнпе пĕрле музейра вĕсем виççĕн, ыттисем тĕрлĕ сăлтавсене пула килеймерĕç.
Акă, вĕсене саламлама вĕренекенсем килсе çитнĕ. Ятарлă сценари евĕр хатĕрленĕ программа ветерансен хытнă чĕрисене уйрăмах çемçетрĕ пулмалла: нимĕç фашисчĕсене вилесле курайми туйăм сăвăсенче шăранни, вышкайсăр пысăк çухатусем çĕр-шыва пырса çапни, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма çав тери йывăр та тумхахлă пулни тата ытти те. Ветерансемшĕн çакă пĕтĕмпех хăрушă чăнлăх, мĕншĕн тесен хăйсен куçĕпе курса, тỹссе ирттернĕ, вĕсен тивлечĕпе паян эпир кашни ир янкăр тỹпери сарă хĕвелпе, унăн ăшшипе савăнатпăр. Мухтав та чыс вĕсене!
80-90 çула çитсе пыракан ватăсен кăмăлне музыка ăсталăхне алла илме пулăшакан Е.Краснова "Катюша" юрăпа çĕклерĕ. Тĕлĕнмелле хитре те хăйне евĕр сассипе пурне те тыткăнларĕ вăл.
Музейпа библиотека яланах пĕрле килĕштерсе вăй хураççĕ. Акă, Н.Васильева библиотекарь хальтерех вăрçă темипе çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Пурте кăсăклансах итлерĕç, ыйтусем те пачĕç. Унтан шкул ачисем хăйсен пултарулăхне ташăра кăтартрĕç. "Епле кăмăллă, епле аван, пĕтĕм çамрăклăх аса килет вĕсем çине пăхсан", - пĕлтерчĕç ватăсем.
Çапла, аса илмелли темĕн чухлех. Ырри те, япăххи те... Çавра сĕтел хушшинче вĕри чейпе, тутлă апатпа сăйланчĕç ветерансем, тахçанчченех сăмах çăмхине сỹтрĕç.
И. АНТОНОВА,
обществăлла корреспондент.
Арапуç ялĕ.