Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ветеранăн ырă тĕслĕхĕ

о Парксемпе садсен çулталăкĕ

Ветеранăн ырă тĕслĕхĕ

Чăвашсем ĕлĕкех йывăç лартса ỹстерме юратнă. Пырса кĕр-ха чăваш ялне - пĕтĕм çĕрте йăмра тата ытти йывăçсем кашлаççĕ, çырмасенче пушшех те. Кавал ялĕнче те çавăн пекех. Çỹлтен хушмасăрах лартса ỹстернĕ хресчен йывăçсене.

Йывăçсем лартас ĕçре шкул ачисем нумай тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Акă, 20 çул каялла Çĕнĕ çурт çырми хĕррине Кавал шкулĕн ачисем тĕрлĕ йывăçсем лартса хăварнăччĕ. Халĕ унта - чăн-чăн вăрман! Шкул ачисем çул хĕррисене, уя сыхламалли вăрмансене лартнă чухне мĕн чухлĕ вăй хунă пулĕ!

Йывăçсем лартса ỹстернĕ çĕрте тăрăшнă çынсем çинчен те асăнас килет. Анатолий Исаев - вăрçă ветеранĕ. Çартан аслă лейтенант званийĕпе, аманса таврăннă. Саратоври танк училищине вĕренсе пĕтернĕ. Тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. Киле таврăнсан та алла усса ларман. Крахмал завочĕн директорĕнче, совхозри партком секретарĕнче, профкомра вăй хунă. Вĕсен çемйи - ỹсен-тăрансене, йывăçсене юратакан çемье. Анатолий Михайлович тăрăшнипе крахмал завочĕ çумĕнчи Киремет тăвайккине улмуççисем лартса тухнăччĕ. Чăн-чăн вăйлă сад пулса кайнăччĕ. Шел те, вăл унта ĕçлеме пăрахсан, сада япăхтарса ячĕç. Мĕнле илемлĕ сад пулатчĕ унта!

"Ленинский" совхоза ĕçлеме куçсан Анатолий Исаев Кавалти Тарăн Çырма хĕррине йывăçсем ларттарчĕ. Халĕ унта - вăрман.

Кавалсем халĕ те унтан милĕк хатĕрлеççĕ. Вăрçă ветеранне ырăпа асăнаççĕ.

Анатолий Михайлович фронтовик хăйĕн пỹрчĕ умĕнче те йывăçсем лартса ỹстерет. Йывăçсен пĕр ретне вăл "Çамрăк мăшăрсен аллейи" ят панă, теприне "Ваттисен аллейи" тет. Ватă пулсан та, тăрăшать ветеран. Турă пулăштăр ăна çак аллейăна лартса ỹстерсе çынсене савăнтарма.

Кавал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов каланă тăрăх, ялсенче йывăçсем лартас пирки нумай ĕç тума палăртнă. Кăçал Пăвакасси - Çиçтĕпе - Чăрăшçырма ялĕсене асфальтлă çул сармалла, çак çул хĕррисене йывăçсем лартса тухмалла. Пĕтĕм халăх, шкул ачисем ĕлĕкхи майпах çак ĕçе активлă хутшăнсассăн хамăр тĕллеве пурнăçлатпăрах. Ялсенче йывăçсем ешерччĕр, илем кỹччĕр тавралăха! - тет Николай Ильич.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

Кавал ялĕ.



04 июня 2005
00:00
Поделиться