Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кăвак сĕрĕм тĕп тăвать

о Табак сиенĕ

Кăвак сĕрĕм тĕп тăвать

Табак туртни кашни çын организмĕшĕн питĕ сиенлĕ пулнине пурте пĕлеççĕ, анчах туртакансен шучĕ ỹссех пырать. Никотин - сиенлĕ наркăмăш. Пирус туртакан çынсене рак чирĕпе ытларах чирлеттерни çинчен каласа кăтартрĕ Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта химипе биологие вĕрентекен М.Егорова. Пирĕн шкулта ачасене кĕçĕн класран пуçласах табак туртнин сиенĕ, пушар хăрушлăхĕ çинчен тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Акă шкулта "Эпĕ сывă пурнăç йĕркишĕн" ятлă мероприяти иртрĕ. Кунта 7 классем "Маттур эсир, ачасем" ятпа хатĕрленĕ сценка выляса кăтартрĕç. Ку сценкăра çăмăлттайлăх пысăк инкек патне илсе çитерни, вут-кăвар хăрушлăхĕ çинчен каланă. Çак сценкăран ачасем вут-кăварпа ашкăнмалла маррине ăнланса илчĕç. Сценкăра хăйсен ролĕсене уйрăмах Н.Сереброва, Н.Егорова, С.Енькова, К.Степанова, Л.Григорьева ăста выляса кăтартрĕç.

Табак туртни чĕр-чунсемшĕн те сиенлĕ пулни çинчен вара 4 класра вĕренекенсем "Упа çури пирус трубкипе" ятлă юмаха пурин кăмăлне те каймалла вылярĕç. Кашни ача мероприятие витĕмлĕ сăнарласа кăтартма пултарчĕ.

Н. СЕРЕБРОВА,

Кивĕ Вăрмарти шкулта

7 класра вĕренекен.



08 июня 2005
00:00
Поделиться