Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Космонавт музейĕнче

о Экскурси

Космонавт музейĕнче

Пирĕн мухтавлă та паллă янташăмăрăн, тĕнчипе чапа тухнă чăваш кăйкăрĕн А.Г.Николаевăн вил тăприйĕ çине çитсе курни пирĕн асран нихăçан та тухмĕ. Мăнçырмари вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ юратнă вĕрентекенĕмĕрсем Г.Вотякова, Г.Романова, Е.Васильева, Н.Романова ертсе пынипе Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне çитсе куртăмăр. Çанталăкĕ те пире май пулчĕ: ирех сарă хĕвел ăшшăн пăхма пуçларĕ. Хĕвеле кура пирĕн кăмăл та çĕкленỹллĕ пулчĕ.

Музейре ĕçлекенсем çынсем час-часах курма пынине хăнăхса çитнĕ пулмалла. Кашнинпех вĕсем чунтан калаçаççĕ, ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Музейĕн 4 пỹлĕмĕнче пултăмăр. Курмалли, тĕлĕнмелли ытла та нумай. Космонавт вĕреннĕ класăн пĕр кĕтесне пăхнинчен пуçланчĕ пирĕн экскурси. Экскурсовод таса чăваш чĕлхипе ытла та чуна пырса тивмелле ăнлантарма пултарнăран пире çамрăк Андриян çав парта хушшинче ларнă пекех туйăнчĕ. Уйрăмах кирлĕ самантсене икшер хут та каласа ăнлантарчĕ, пирĕн асра хăварма тăрăшрĕ пултаруллă экскурсовод. А.Николаев космоса вĕçнĕ чухне тăхăннă тумсем, тĕнче уçлăхне илнĕ апат-çимĕçсене кăтартакан витринăсем умĕнче нумайччен тĕлĕнсе пăхса тăтăмăр эпир. Унтан таврăнсан пĕрремĕш хут чăваш çĕр-шывне, тăван Шуршăл ялне ларса килнĕ машина пирĕншĕн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулчĕ, мухтавлă космонавтăмăр ларнă вырăна хăпарса пăхас килчĕ. Космонавтика кунĕнче Њапрелĕн 12-мĕшĕнчеЌ А.Николаевăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Елена Андрияновна Майорова Шуршăл ялне килсе Космонавтика музейĕпе паллашни, ашшĕн вил тăприйĕ çинче пулни çинчен экскурсовод каласа парсан эпир питĕ савăнтăмăр. Е.Майорова хăйĕнче чăваш юнĕ те чупнине туйни пархатарлă.

Музейпе паллашнă хыççăн А.Николаев вил тăприйĕ çинче пултăмăр. Кунти ỹкерчĕке нимпе танлаштарса çырса пама сăмах çитес çук. Çавăн чухлĕ чечек кăшăлĕ нимле халăх çыннин вил тăприйĕ çинче те пулас çук. Пирĕн чăваш халăхĕ çеç мар, ытти наци, урăх çĕр-шыв çыннисем те пирĕн чăваш Кăйкăрне сума суни, ăна шутлани, юратни, хисеплени, унпа мухтанни, мăнаçланни пирĕншĕн яр уççăн курăнчĕ. Хамăр янташăмăрпа мăнаçланса кăмăл татах та çĕкленчĕ.

А. АРХИПОВ,

Мăнçырмари вăтам шкулта

4 класра вĕренекен.



08 июня 2005
00:00
Поделиться