Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Опытпа паллашма

о Ĕçлĕ çул çỹрев

Опытпа паллашма

Мĕн ĕлĕкрен ваттисем пĕр-пĕринпе калаçса, сỹтсе явса пурăннă. Çитĕнỹсемпе савăннă, çитменлĕхсене питленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров та çак йĕркене çирĕп тытса пырать.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2005 çула "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтерчĕ. Кăçал вара "Йывăç ларт тата ăна упра" Йывăç кунне ирттересси çинчен" Указ йышăнчĕ. Çак указсене пурнăçлассипе, хамăрăн тавралăха тирпей-илем кĕртессипе пирĕн куллен ĕçлемелле. Республикăри ытти районсенче ку енĕпе мĕнле тăрăшнипе паллашас тĕллевпе район Пухăвĕн депутачĕсем, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, управленисемпе пайĕсен начальникĕсем, республика, федераллă службăсен руководителĕсем, поселок, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем райадминистрацин пуçлăхĕ А.Егоров ертсе пынипе республикăн кăнтăр енчи районĕсене çитсе курчĕç, вĕсен паха опычĕсемпе паллашрĕç. Лайăххи, çĕнни нумай пулчĕ Тăвай, Канаш, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсемпе Канаш хулинче. Чи аякри районта - Шăмăршăра - пирĕн районти ĕçлĕ делегацие ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шăмăршă район администрацийĕн яваплă çыннисем хăйсен районĕнчи социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе тата малашлăх планĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç. Вăрмарсем Шăмăршăри "Çĕнтерỹ" паркне, Пуянкасси ялĕнчи социаллă-культурăллă центрне, культура çуртне, модельлĕ библиотекăна, ял администрацине, медицина пунктне кĕрсе курчĕç. Унти ипподромпа та паллашрĕç.

Пур района кĕрсен те чи малтан курăнакан тирпей-илемпе интереслентĕмĕр. Çул-йĕр тасалăхĕ те куçа илĕртрĕ.

Юлашкинчен, çул çỹрев итогĕсене пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров çапла каларĕ: "Районта ку таранччен чылай çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç. Тирпей-илемшĕн те нумай тăрăшрăмăр, анчах та кỹршĕсенчен вĕренмелли, вĕсен тĕслĕхĕсемпе хамăр районта усă курмалли пайтах".

А. ЧЕРНОВ,

райадминистрацин çыхăнупа

информатизаци пайĕн начальникĕ.



08 июня 2005
00:00
Поделиться