Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с Днем социального работника

Районти социаллă хỹтлĕх управленийĕпе социаллă пулăшу центрĕн тата вĕсен çумĕнчи учрежденисен хисеплĕ те хаклă ĕçченĕсем!

Вăрмар район администрацийĕ сире Социаллă хỹтлĕх ĕçченĕн кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлать. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2000 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшỹллĕн уявлаççĕ.

Эсир хăвăрăн хастарлă ĕçĕрпе вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, инвалидсене, ватă çынсене, ача амăшĕсене тата ача-пăчана, ĕçлейми пулнă тата ĕçлес пултарулăхĕ чакнă çынсене пулăшас енĕпе патшалăх политикине туса пыратăр, социаллă службăсене аталантарас енĕпе йышăннă мерăсене пурнăçа кĕртетĕр. Йывăрлăхсене çĕнтерсе районта социаллă хỹтлĕхе йĕркелессине лайăхлатас, Раççей Федерацийĕн "Ветерансем çинчен" саккунне пурнăçа кĕртес, пенси тỹлесе тăрас, халăха патшалăх енчен социаллă хỹтлĕх парас тĕлĕшпе йышăннă ытти нормативлă право акчĕсене пурнăçлас енĕпе палăрмаллах çитĕнỹ тăватăр.

Пархатарлă ĕçĕршĕн сире тав тăватпăр. Малашлăхра çирĕп сывлăх, телей, ытлăх-çитлĕх тата çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр. Эсир ỹлĕмрен те тĕллевĕрсене ăнăçлă пурнăçласа пырасса шанатпăр.

Вăрмар район
 
администрацийĕн пуçлăхĕ                   А.И. Егоров


08 июня 2005
00:00
Поделиться