Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Поздравление главы администрации Урмарского района с районным праздником песни, труда и спорта "Акатуй - 2005"

Хисеплĕ те хаклă янташăмăрсем, ял ĕçченĕсем, район çыннисем, кỹршĕсем, аякран килнĕ хăнасем!

Июнь - çу пуçламăшĕн уйăхĕ. Йĕри-тавра йывăç-курăк ешерет. Çут çанталăк ырлăхĕпе савăнса пĕтĕмпе пĕлĕтелле туртăнать. Кайăксем вара ытарайми илемлĕ тавралăха савса юрăсем шăратаççĕ. Çакна эпир вĕçех чун-чĕремĕрсемпе туйса уй-хирте тăрăшрăмăр. Сисмерĕмĕр те ума ĕçпе юрă, спорт уявĕ çитсе тăчĕ. Вăл, ытти çулсемпе танлаштарсан, уйрăмах паллă - Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 60 çул çитнипе тата Садсемпе парксен çулталăкĕпе çыхăннă.

Сире пурне те Акатуй тата Аслă Çĕнтерĕве тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа чунтан-чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе саламлатăп.

Кăçал та Акатуй халичченхи пекех, пĕрре те çăмăл мар килчĕ. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерсе çур аки ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕшĕн, тỹсĕмлĕ пулнăшăн, кăткăс вăхăтран тухма вăй, чăтăм çитернĕшĕн пурне те тав тăватăп.

Çĕртен мĕн чухлĕ нумайрах тыр-пул илес тетĕн, çавăн чухлĕ ăна ытларах пăхма тăрăшмалла. Ку ĕç вара мĕн ĕлĕкрен пĕрре те çăмăл пулман. Хресчен ырми-канми ĕçĕпе хăйĕн мухтавне ỹстерсех пынă, пырать те.

Хаклă янташăмăрсем! Ĕç çыннисен чаплă уявĕнче хамăр ĕçлеме кăна мар, ăста, тивĕçлипе канма, юрă-ташăра та, спорт ăмăртăвĕсенче те пултаруллă пулнине кăтартар. Сире çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунатăп. Сирĕн килте, çемьере яланах телей хуçалантăр.

Вăрмар район

админстрацийĕн пуçлăхĕ                     А.И. Егоров



10 июня 2005
00:00
Поделиться