Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

о Ял хуçалăхĕ

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

Çурхи кунăн кашни минучĕпе тĕллевлĕ ĕçленин результачĕсемпе паллашма пухăнчĕç ял хуçалăх управленийĕн, çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен специалисчĕсем, хуçалăхсен тĕп агрономсем. Кăçалхи ĕçлĕ çул çỹрев халичченхипе танлаштарсан уйрăмрах пулчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Районта хăш хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсем 400 гектартан сахалтарах акнă, вĕсем патне комиссипе кайса курмарĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем палăртнă плана тултарайман. Ку ĕç республикăри Министрсен Кабинечĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Районĕпе кăçал планпа 7200 гектар çинче акса хăварма палăртнă пулсан, çурхи культурăсене 7920 гектар акнă, е 110,4 процент пулать. Пĕлтĕр 7172 гектар çинче акса хăварнă пулнă. Кĕрхипе çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем кăçал пурĕ 9208 гектар йышăнаççĕ. Çĕр улмие, планпа 180 гектар çинче лартмалла пулсан, 181 гектар çинче лартнă. Палăртнă плана туллин пурнăçлассишĕн "Арабоси" агрофирма, "Шигали", "Рассвет", "Яниковское" хуçалăхсемпе "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики тăрăшса вăй хураççĕ. "Кульгешский", "Ковали" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсен тăрăшулăхĕ çитеймест. Çапла вара комисси членĕсем районти пилĕк хуçалăха çитсе уй-хир пахалăхĕпе, калчасен шăтаслăхĕпе интересленчĕç. Акнă тырă калчисем аван шăтнă. Комисси вара чи лайăххисене палăртрĕ. Чи пысăк 4,92 балл "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики илме тивĕçрĕ. СХПК "Шигали" - 4,91, ООО "Арабоси" агрофирма - 4,61, ЗАО "Рассвет" - 4,1. "Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тенĕ пек", тухăç вара кĕркунне пулĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



11 июня 2005
00:00
Поделиться