Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Аталану çулĕпе

о Июнĕн 12-мĕшĕ - Çăмăл промышленность ĕçченĕсен кунĕ

Аталану çулĕпе

"Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă общество паянхи рынок вăхăчĕпе тан аталанса пыма тăрăшать. Тĕрĕссипе каласан, ку предприяти районта лайăххисен шутĕнче тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Пĕрремĕшĕнчен - тăрăшса вăй хуракан рабочисен шучĕ - 153. Унсăр пуçне çĕвĕçсем татах та кирлĕ. Урăхла каласан, аякка каймасăр вырăнтах ĕç тупма май пур. Иккĕмĕшĕнчен - туса кăларнă продукци çийĕнчех сутăнса пырать. Çапла, пысăк пахалăхлă пулнăран ăна складсенче нумайччен вырттармаççĕ, тỹррех туянаççĕ. Акă кăçалхи 5 уйăхра 2 миллион та 15 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, çавăн чухлех сутнă. Пурĕ 15 тĕрлĕ изделисем çĕлеççĕ хастар çĕвĕçсем. Н.Харитонова, Ю.Евстафьева, Л.Моисеева, Т.Саминова, В.Ефремов ĕçченсем, З.Шашкина цех начальникĕ тата ытти мĕн пур рабочисем пурте предприятие ỹсĕм çулĕпе аталантарассишĕн вăй хураççĕ. Хальхи вăхăтра "Текстиль" тулли мар яваплă обществăпа, Мускаври тĕрлĕ фирмăсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çавăнпа заказсем те чылай. Иртнĕ уйăхра 2570 штук ĕç тумтирĕ çĕленĕ пулсан, çак уйăхра вара 3 пин çĕлемелле. Эпир вара пултаруллă çĕвĕçĕсене вĕсен çăмăл мар ĕçĕнче татах та хастар пулма ăнăçу сунатпăр.

З. ПАВЛОВА.



11 июня 2005
00:00
Поделиться