Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Фронтовик ячĕпе - аллея

о Парксемпе садсен çулталăкĕ

Фронтовик ячĕпе - аллея

Кавалта йывăç кунне халалласа йывăçсем лартрĕç. Вăрçăра пуçне хунă воинсене чысласа лартнă палăк умне Çĕнтерỹ аллейи турĕç. Кунта культура, ял администрацийĕн ĕçченĕсем тăрăшрĕç.

Ялти çынсем те нумай йывăç лартса хăварчĕç. Акă, И.Абрамов, вăрçă вăхăтĕнче тылра тăрăшса ĕçленĕшĕн медаль илме тивĕçнĕ ветеран, хăйĕн Володя ывăлĕпе пĕрле аллея лартса хăварчĕ. Ăна Вениамин Туртуш сăвăç-фронтовик ятне панă. В.Туртуш ятне панă урам вĕçĕнчех вăл. Аллейăна пĕлтĕр икĕ рет йăмрасем лартса тухнă. Кăçал тĕрлĕ йывăçсем татах 20 тĕп ытла лартса хăварнă. Пĕлтĕрхи йăмрасем те, кăçал лартнă йывăçсем те ешереççĕ, илемлĕ курăнса лараççĕ.

- Кĕркунне татах та лартатăп-ха йывăçсем, - тет ветеран. - Ỹссе кайнă йывăçсем çине савăнса пăхчăр мăнуксем. Пире, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене ырăпа асăнччăр.

Иван Григорьевич йывăçсене пăхсах тăрать, тăприне кăпкалатать, типĕ вăхăтра пĕчĕк тĕмсене шăварать те.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

Кавал ялĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться