Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ

о Культура

Хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ

Вăрмарти ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсене труба çинче выляма хăнăхтаракан тата теорипе вĕрентекен, республика конкурсĕнче гран-при çĕнсе илнĕ, чăвашсен музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Ефим Михайлович Ефимов Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи хыççăн Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне "5" паллăпа кăна вĕçлесе хĕрлĕ диплома тивĕçлĕ пулчĕ.

Патшалăх комисси председателĕ, Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ музыка академийĕн профессорĕ, çĕр-шыв тата тĕнче шайĕнче ирттернĕ нумай конкурссен лауреачĕ Анатолий Любимов гобоист пирĕн преподаватель Ефим Ефимов труба çинче выляма хатĕрленĕ концерт программинчи техника енчен йывăр музыка произведенийĕсене питех те пысăк туйăмпа, профессиллĕ ăсталăхпа, çепĕççĕн те хăюллăн шăрантарнине палăртса хăварнă.

Пултаруллă преподавателе Ефим Михайловича, коллективăн отчетлă концертĕнче труба çинче учительсен хĕлĕхлĕ ансамбльпе пĕрле "Элегипе" "Лунная рапсодия" кĕввисене ăнăçлă, чуна тивмелле вылякана искусство шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем, педсоветра вара пĕрле ĕçлекенсем хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ ятне ăшшăн саламларĕç.

Н. ИВАНОВ-ПАРХАТАР,

РСФСР тата ЧР культурăн

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться