Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Йышпа пулсан ĕç ăнать

о Руководитель трибуни

Йышпа пулсан ĕç ăнать

Çур аки пĕччен тумалли ĕç мар. Пурте пĕрле кар тăрсан кăна кашни кунпа туллин усă курса юлма пулать. Çут çанталăк этем пек çывăрмасть. Унăн кашни çеккунтĕнче, минутĕнче чĕрĕлĕх палли палăрать. Çапла вара эпир, "Вознесенское" хуçалăхра вăй хуракансем, çут çанталăкпа тачă çыхăнса çине тăратпăр. Ял çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса, алла-алăн тытăнса тенĕ пек тумалли ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. 1041 гектар çĕр çинче 455 гектарне акса хăварнă. Çав шутран 89 гектар тулă, сĕлĕ - 97, пĕр çул ỹсекен курăксем - 57, донник - 89, урпа 200 гектар йышăнать. 150 гектар çинче - хура пусă. Нумай çул ỹсекен курăк - люцерна та аван çитĕнет. Ку ĕçсене хуçалăхри 7 тракторпа пурнăçларăмăр. Пурте ĕçлеççĕ, ỹркенсе тăмаççĕ. Ю.Георгиев, Ю.Александров трактористсемпе Ю.Углов, П.Иванов, А.Гаврилов, В.Ванеркин сеяльщиксем, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлакан С.Георгиева, Ю.Федоров çур аки вăхăтĕнче хăйсен тăрăшулăхне ытларах кăтартрĕç. О.Зарева повар çур акине хутшăннисене вĕри те тутлă апат пĕçерсе çитерчĕ. Тутлă апат ĕçлес хастарлăха та ỹстерет.

Мăйракаллă шултра выльăхсем хуçалăхра 85 пуç. Çав шутран сăвакан ĕнесем - 25. Вĕсенчен Р.Макарова доярка пĕр ĕне пуçне куллен 14-шар килограмм сĕт суса илет. Сĕт - ĕне чĕлхи çинче тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Ĕнесем халĕ çаран çинче çỹреççĕ. Хальхи вăхăтра та сĕт суса илеймесен вара ĕнесем усрани мĕн усси. Сĕт тухăçлăхĕ В.Крылов, Э.Иванова, Л.Петрова скотниксен тăрăшулăхĕнчен те нумай килет. Вĕсем вара кам та пулин хушасса, вĕрентсе каласса кĕтсе тăмаççĕ - хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыраççĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ нихăçан та ансат пулман. Халĕ те çаплах. Такана çинчи шыв пек - тымар яма йывăр. Пĕччен пĕр ĕç те пулма пĕлмест. Йыш, ĕçлеме юратакансем кирлĕ. Юлашки çулсенче агропромышленность комплексне патшалăх пулăшăвĕ парасси палăрмаллах ỹсни сисĕнет-ха. Ял хуçалăх техникине туянма тĕрлĕ майсем туса парать. Анчах та эпир рынок экономикипе конкуренци условийĕсенче ĕçлеме хăнăхсах çитеймен-ха тесен те тĕрĕсех пулать пулĕ. Ĕç укçине те тивĕçлĕ шайра илейместпĕр. Пурнăçпа тан пырассишĕн тем пекех тăрăшатпăр пулин те, ĕçлемелли, вĕренмелли темĕн чухлех.

Н. МИХАЙЛОВ,

"Вознесенское" хуçалăх пуçлăхĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться