Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

РСФСР ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ХАЛĂХ АРТИСТКИ

о Санăн çыннусем, район

РСФСР ТАТА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН

ХАЛĂХ АРТИСТКИ

"Вун иккĕмĕш каç" - Виола, "Ашкăнчăк инкесем" - Кункли мисисс, "Аркатакансем" - Надежда Монахова, "Чуна кивçен илеймĕн" - Мария, "Сывпуллашу" - Дарья, "Çатан карта çинчи хăмла çырли" - амăшĕ, "Праски инке хĕр парать" ярăмри - Праски инке тата ытти нумай спектакльте выляса кăтартнă сăнарсем... Куракансем чунтан юратакан сăнарсем, асамлă самантсем. Вĕсем уйрăмах пирĕншĕн, Вăрмарсемшĕн çывăх. Ара, сăнарсене калăплаканĕ пирĕн янташ-çке - РСФСР тата Чăваш Республикин халăх артистки Нина Михайловна Яковлева 65 çул тултарчĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕнче ĕçлекенскерĕн пултарулăхри вăй-хăвачĕ тапса тăрать тейĕн, вăл вылякан кашни спектакль питĕ ăнăçлă пулса тухать, тĕрлĕ шайри конкурссене сумлă премисем тивĕçни те сахалах мар.

Çак кунсенче Нина Михайловна çуралнă кунне паллă турĕ. Район музейĕнче артистка менельникĕ ячĕпе пысăках мар, пуян содержаниллĕ курав йĕркелерĕмĕр. Унта сăн ỹкерчĕксем, хаçатри статьясем, афишăсем, пĕлтерỹсем, "Праски инке хĕр парать" спектальте тăхăннă çи-пуç пур.

А. МИХАЙЛОВА,

музей экскурсовочĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться