Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спортпа туслă

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Спортпа туслă

Сывă ỹт-пỹре - сывă шухăш-кăмăл. Çавăнпа та физкультурăпа тата спортпа туслашмалла, ырă, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшмалла.

Энĕшпуç ялĕ хĕрринчи стадионта "Шоркистринский" кооператив кубокне çĕнсе илессишĕн çамрăксем мини-футболла выляса ăмăртрĕç. Кооператив пуçлăхĕ И.Иванов производствăра ĕçлекен рабочисенчен виçĕ команда: "Мехцех" (механика цехĕ), "Блок" (керамблок цехĕ) тата "Руль" йĕркеленĕ. Ялти вăтам шкул тренерĕ Н.Изосимов та тĕрлĕ çулта çуралнă ачасенчен виçĕ команда тăратрĕ. Тата О.Иванов предприниматель "Ямал" ятлă тепĕр команда хатĕрленĕ.

Çивĕч ăмăртура шкулта аслă классенче вĕренекенсен команди пĕрремĕш вырăна тухса кубока çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш - "Ямал", виççĕмĕш вырăнта "Керамблок" пулчĕ.

Тинтерех "Шоркистринский" кооператив командипе ялти вăтам шкулăн пĕрлештернĕ команди мини-футболла тĕл пулса вылярĕç. Çак ăмăртăва хутшăнакансене спонсорсем чылай укçа-тенкĕ уйăрса парса хавхалантарчĕç.

Шкул ачисен команди уйрăмах пултаруллă пулчĕ (командăра: Н.Расколов, Р.Захаров, С.Изосимов, К.Нягин, С.Клименко). Ачасем ăста вылянине кăтартрĕç, кооператив командине çĕнтерчĕç. Çивĕч кĕрешỹре çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕне шкулти физкультурăн пурлăх никĕсне пуянлатма уйăрчĕç.

Çакна каласа хăвармалла: ялти физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре уйрăмах "Шоркистринский" кооператив пуçлăхĕн И.Ивановăн, СССР спорт мастерĕн Г.Иванов ывăлĕн тата ялти предпринимателĕн О.Ивановăн тỹпи пысăк.

И. КРИКОВ,

учитель.

Энĕшпуç ялĕ.



11 июня 2005
00:00
Поделиться